СДЕЛАЙТЕ СВОИ УРОКИ ЕЩЁ ЭФФЕКТИВНЕЕ, А ЖИЗНЬ СВОБОДНЕЕ

Благодаря готовым учебным материалам для работы в классе и дистанционно

Скидки до 50 % на комплекты
только до

Готовые ключевые этапы урока всегда будут у вас под рукой

Организационный момент

Проверка знаний

Объяснение материала

Закрепление изученного

Итоги урока

Сценарий внеклассного мероприятия на чувашском языке "САЛТАКА ĂСАТНИ"

Нажмите, чтобы узнать подробности

Сценарий внеклассного мероприятия "САЛТАКА ĂСАТНИ" (Проводы в армию) на чувашском языке.Сценарий составлен по чувашским традициям и обычаям.

Просмотр содержимого документа
«Сценарий внеклассного мероприятия на чувашском языке "САЛТАКА ĂСАТНИ"»

Комарова Наталия Витальевна,

учитель чувашского языка и литературы

МБОУ «СОШ № 14 »г. Новочебоксарск

Чувашская Республика


САЛТАКА ĂСАТНИ

Тĕллевĕ:

Авалтан аталанса пынă, ламран лама куçакан чăваш халăхĕн салтака ăсатни йăли-йĕркипе, юррисемпе, сунса каланă пил смахĕсемпе паллаштарни.

Задачисем:

  1. Ĕлĕкхи саманари рекрутсен йывăр шăпине, вĕсен юррисенчи сăмахсен пĕлтерĕшне ачасен чĕри патне çитерни; салтакăн çĕршыв умĕнчи тивĕçĕ çинчен ăнлантарни.

  2. Юрăсенчи сăмах пуянлăхне, сăнарлăхне туйма вĕрентни; пил сăмахăн ытарлăхне, тĕп шухăшне туйса илме пулăшни.

Кирлĕ хатĕрсем: пÿрт ăшчиккин баннерĕ, ĕлĕкхи савăт-сапа, чăваш апат-çимĕçĕ, чăваш тумтирĕ, çăпата, сĕтел-пуканĕ, пир ал шăллисем, пукане, хут купăс, кĕвĕ, ал ĕç хатĕрĕсем, салтак парни, пир- авăр.

Вылякансем:

Йăкăнат Кÿршĕ

Йăкăнат амăшĕ Ват çын

Йăкăнат ашшĕ Каччăсем

Марье, йăмăкĕ Хĕрсем

Элюк Танюк

Йăкăнат асламăшĕ Пĕчĕк арçын ача

Йăкăнат хреснамăшĕ Йăкăнат хреснашшĕ

1-мĕш хĕр арăм

2-мĕш хĕр арăм

3-мĕш хĕр арăм

Пÿрт ăш-чикĕ. Кил хуçи çăпата тăвать. Арăмĕ чăлха çыхать. Ывăлĕ пукан ăсталать. Хĕр ача пуканепе вылять.

Марье:

Нянине-папине,

Папине –нянине.

Çывăр, çывăр, лăпкă пул,

Ырă, ăшă тĕлĕк кур.

Нянине-папине,

Папине –нянине.

Пурнăç ырă! Савăн,кул.

Ÿссе çитсен паттăр пул!

Марье «Анне» юррăн 1 куплетне юрлать. Амăшĕ хĕрĕпе киленсе ларать

Пÿрте ача чупса кĕрет.

Ача(хашкаса): Йăкăнат пичче, сана ыран салтака кайма вулăсрисем хут парса янă. Ирех çитме хушнă.(чупса тухса каять)

Амăшĕ: Ах, ывăлăм, каймах тивет пуль çав (Йĕрет, куçне саппун вĕçĕпе шăлкалать). Хветĕрсем, ав, пирĕн пек чухăн мар та, укçа парса ывăлне салтака илсе каясран хăтарса хăварчĕç.

Ашшĕ: Эс, карчăк, ан йĕр-ха, ывăла валли кутамка хатĕрле. (Ывăлне пырса çурăмран лăпкать) Çынсем кайнине каймаллах ĕнтĕ, пирĕн шăпи çавнашкал. Эп хам та салтакра пулнă. Салтакра пулнă çын халăхра хисепре.

Марье ашшĕне ыталаса илет: Эпĕ мĕнле пиччесĕр пулăп, атте.

Йăкăнат: Эпĕ юлташсем патне каям-ха, вĕсене хыпарлам-ха. Хреснаттепе хреснанне патне кĕрсе тухăп. Вĕсене кайса чĕнĕп.

Ашшĕ: Каях ывăлăм, каях.

Амăшĕ: Ялĕпех çаврăн, пурне те чĕнсе тух.

Ашшĕ хĕрне йăпатса: Ан кулян, Марье пурнăпăр мĕнле те пулин.

Амăшĕ: Эх, манас марччĕ. Сĕтел çи валли мĕн те пулин хатĕрлес пулать. Эс, Марье кÿршĕсем патне чуп-ха. Лисук инкене кайса чĕн.

II курăм

Сцена, пÿртре. Амăшă сĕтел çине апат-çимĕç хатĕрлет. Ашшĕ сăра илсе кĕрет. Пускилсем, тăванĕсем килеçĕĕ, кучченеçсене сĕтел çине лартаççĕ.

Амăшĕ: Часах хăнасем те килсе çитеççĕ пуль. Сĕтел çине тата мĕн лартма мантăм-ши? Пурте-пур пек-ха.

- Пирĕн килес. Чăкăта ăçта лартмалла-ши?

- Кукăль илсе килтĕм. Касса лартмалла-и?

-Эпир килтĕмĕр.

Килнĕ хăнасем сак çине лараççĕ, пĕр-пĕринпе калаçма пуçлаççĕ

Ашшĕ: Лисук. кÿршĕ пек пулса кил картинчи хăнасене сăра тухса ĕçтер-ха. (Пĕри сăра ĕçтерме зала анса каять)

-Мĕн шăпăрт ларатпăр, Танюк, юрла-ха.( Таня юрă юрлать.)

-Эх, маттур - та, çак Танюк.

-Сасси мĕне тăрать.

Салтак кĕвви хытăрах та хытăрах илтĕнет. Çав вăхăтра ача чупса кĕрсе кăшкăрать:

-Килеççĕ! Салтак ачисем килеççĕ! Марье! Пиччÿ çитрĕ!

Пĕри, сцена хыçĕнчен: шăнкăрав сасси

-Тр-р-р! Çитрĕмĕр.


Каччăсем пилĕкрен тытăнса юрласа кĕреççĕ, татах тепĕр çаврăм юрласа сцена тăрăх утса çÿреççĕ. Вĕсен умĕнче пĕчĕк ача чупкалать, каччăсене пăхса вĕсем хыççăн тутăра вашкăртма пуçларĕ. Хĕрсем чупса пырса Йăкăната парнесем парнелеççĕ.)


Ӑмӑрт-кайӑк вӗҫет, ай, малалла

Ҫунаттипе, ах суллать вӑл каялла.

Каяссӑмах килет ҫав тӑван ҫӗре

Ирӗксӗрех тӑрас пулать ҫакӑнта.
Вӗҫӗҫ, кайӑк, вӗҫех ӑмӑрт-кайӑк
Чăваш çĕрне, ай, пĕрех те çитиччен.
Эп халь кунта тăратăп, ай, хесметре
Атте-анне, ах, йĕрет çав килĕмте.
Атте-анне, ах, йĕрет пуль çав килĕмте.
Тăван ялăн урамĕ, аслă урам
Ик айккипе те, ах, сар çеçке сарăлнă.

Хамăр касăн хĕрĕсем, сарă хĕрсем
Манпа калаçайманшăн та макăраç
Тăван килĕм чĕнет: "кил кил"—тесе

Ах, Тур çырлах та, ямаççĕ çав киле
Эпир вăрçă вăрçатпăр, ай, ют çĕрте
Пĕтĕм тăван кĕтет пуль çав ял çинче.


Пĕр каччă: Каччăсем, Йăкăнат, айтăр-ха, пÿрте кĕриччен хĕрсемпе ташласа илер. Эх!

Каччăсем ташă пуçлаççĕ. Хĕрсем те хутшăнаçăĕ. Кил хуçи , юрласа ташланă хыççăн:

Ашшĕ: Ну, ачамсем, ларса турра чыслас пулĕ. Униче карти çирĕп пулсан ял – йыш лайăх. Ку пирĕнтен тухнă йăла мар. Кĕрĕр, сĕтел хушшине ларăр. Сĕтел тавра вырнаçăр. Иртĕр, иртĕр кĕрекене. (Салтак ачине) Эсĕ турă кĕтессине лар-ха.

Кÿршĕ сĕтел хушшинче ларакансене сăра ĕçтерет. Салтака каякана сăра курки панă чух: Туллипе кайса туллипе çÿремелле пултăр, çакăн пек тулли çĕре кайса кĕмелле пултăр, -тесе курка тыттарать.

Хреснашшĕ: Эс, Илентей мучи, чи ватти пек пулса сăмах кала-ха

Илентей мучи: Эп ватă ĕнтĕ, тăн та ĕлĕкхи пек мар. Калас тенĕ сăмаха калам-ха, эппин.

Эй, пĕсмелле, çын çуратса çын ÿстертĕмĕр.Ÿснĕ çынна çын шутне кĕртсе сан аллуна паратпăр.

Çак Йăкăнатăн пуласлăхне сыхла, ăна сывлăх пар, унăн пуласлăхне сыхласа упра. Ашшĕ ватă, амăшĕ ватă. Йывăç хăрмасăр пулмасть, Çын вилмесĕр пулмасть. Ашшĕ-амăшĕн шăтăкне пуçласа таптама çирĕп сывлăхлă çавăрса кил.

Çак Йăкăнат каяс çулĕ пыл пултăр, каялла килме çу çулĕ пултăр. Униче карти çирĕп пултăр, лару-тăру лăпкă пултăр.- тесе пуç çапса сăра ĕçет.

Йăкăнат: Тавах сире мучи.

Асламăшĕ сăмах калать.

Эпĕ асламăшĕ пулса пил сăмахне калатăп.

Паянтан сана хамăртан уйăратпăр,

Турă панă шăпаран тарса хăтăлас çук,

Турă панă шăпаран пытанса юлас çук.

Çÿлти турă ырлăх парать, çĕрти-çĕр сыхлать.

Кутамка тени тулли пултăр,

Кутамка тени çирĕп пултăр,

Хырăм выççи ют пултăр,

Ларас вырăн типĕ пултăр,

Каяс çулу çу пултăр,

Утас вырăн çатма пултăр.

Ырă кăмăлпа, ырă туйăмпа

Каяс çулу пыл пултăр.

Ватă аçу – аннÿна

Чыспа пытарма тур çавăртăр.

Тăшман кулли ан пул,

Вăй çук тесе намăса ан юл.

Улăп вăйне кăтарт,

Çут тĕнчерен тăшмана çухат.

Пурте: Çапла пултăр.

Хĕрарăм: Ваттисен пилĕ çитет теççĕ.

Асламăшĕ: Халĕ çăкăр пуçлама та вăхăт. Эй, Турă, Йăкăната ырлăх-сывлăх пар, кун-çуллă ту, ăраскаллă-тĕветлĕ ту. Ах, мăнукăм, тыт-ха кăкăру çумне аннÿ пĕçернĕ çавра та ăшă, сипетле те çемçе, тĕнче тытан çавра çăкăра. Кас. (Çăкăра хрес хурса Йăкăната парать. Лешĕ çăкăра кăкри çумне тытса касать.)

-Çăкăр пуçларăм, пуçланă çăкăра çиме кил, Турăçăм, -тесе касать.

-Çавăн пек пултăр, -теççĕ ыттисем.

1-мĕш хĕрарăм: Çăкăр сăмсине салтак ачине çитермеççĕ, ăна пуçтарса хураççĕ. Салтак ачине çăкăра каялла таврăнса апат çитерме, çăкăр касма килтĕр тесе кастараççĕ. Çăкăр сăмсине Йăкăнат тухса кайсан, хампара маччаран çиппе тирсе кушак кайăк тивмелле мар çĕре çакăр.

2-мĕш хĕр арăм: Çăкăр çипрен тухса ан ÿктĕр, пирĕн салтак пуçне салтакра ан хутăр. Çакнă çăкăр сăмси Йăкăнат салтакран киличченех çакăнса тăтăр. Эсир Йăкăнат ячĕпе шăрттан тунă-и? Çăкăр сăмсипе юнашар çак шăрттана та çакар.

Марье: Мĕн тума кирлĕ тата вăл?

2-мĕш хĕр арăм: Йăкăнат салтакран таврăнсан пурте пĕрле çак шăрттана çийĕпĕр. Шăрттанĕ пăсăлсан вара инкеке теççĕ.

3-мĕш хĕр арăм: Эй, тем те пĕр калаçса ан лар-ха.

2-мĕш хĕр арăм: Эп ваттисем каланине çеç калатăп-çке. Хам шухăшласа тупман вĕт.

3-мĕш хĕр арăм: Айтăр-ха, ашшĕпе- амăшне сăмах парăпăр. Пурте ура çине тăраççĕ.

Амăшĕ: Мĕн калас–ха ывăлăм! Кăкăр сăчĕ парса çирĕм икĕ çула çитертĕмĕр. Аçу ырлăхĕпе ята кĕтĕн, аннÿ ырлăхĕпе ĕçре пултăн. Эпĕ ятланă пуль - каçар. Аçу çăпата пушăчĕпе юнанă пуль - каçар. Аçу-аннÿне усалпа ан асăн. Аçу-аннÿ ырă тума ыйăхсăр каçсем ирттернĕ. Çăтас çăкăра кăларса сана хыптарнă. Паян сана хамăртан уйăрма тиветех. Турă панă шăпамăртан хăтăлаяс çук. Пÿлĕх çырнă ăраскалăмăртан пытанса юлас çук. Сĕт çулĕпе тухса кайса, çу çулĕпе килсе кĕр. Пурнăçун кун-çулĕ сурпан пек вăрăм пултăр. Пехил, пехил, пехил. (Йĕрет.)

Ашшĕ: Эй, ачам! Çукрах пурнăçпа сире ÿстертĕм. Ял тăрăх ыйткалама ямарăм. Çирĕм иккĕре аçу, аннÿ çăкăрĕнчен уйрăлса, ырантан патшалăх çăкăрне çиме куçан. Аçу, аннÿ тумтирне хывса патшалăх тумтирне тăхăнăн. Аçу çăпатине хывса патшалăх сăран аттине çĕтме тытăнăн. Ырантан эсĕ патшалăх ывăлĕ шутланăн. Пирĕн йăха, яла намăс ан кăтарт. Мана, аннÿне ан ман, ял – йыша асран ан кăлар, тăван-пĕлĕшне умра, асра тыт. Патшаран ырлăх пултăр, самани лăпкă тăтăр, турăран сиплĕх пултăр. Эй, Çÿлти Турă! Пирĕн ывăлăмăра инкек-синкекрен сыхла, упра.

Ман пиллĕм çак пултăр. Манăн, аннÿн тăприне таптама килмелле пултăр. Пилрен пил, пехил.

Тăванĕсем, пускилсем:Çапла пултăр

1-мĕш хĕр арăм: Хырăм выççи ют пултăр, çăкăр-тăвар ялан умра пултăр.

  1. мĕш каччă: Лайăх кайса, лайăх килмелле пултăр.

3-мĕш хĕр арăм: Мĕнле кайнă, çавăн пек килмелле пултăр.

2-мĕш хĕр арăм: Кайнă çĕрте çак сĕтел çинчи пек çăкăр - тăвар çителĕклĕ пултăр.

1-мĕш хĕр арăм: Улăп паттăр вăйна кăтарт.

Хреснашшĕ: Йăкăнат, халĕ аçу-аннÿн кĕрекинчен тухма вăхăт ĕнтĕ. Тухиччен аçу-аннÿн ăшă та тутă тытакан тата вăй- хăват кÿрекен сĕтелĕ тавра хĕвеле майлă виççĕ çаврăнса тух. Юлашкинчен уйрăлу сăмахĕ калама ан ман вара.

Каччă сĕтел тавра 3 хутчен çаврăнать, унтан сăмахне калать.

Йăкăнат: Салтак пулман-нуша курман, çара кайман – арçын пулман теççĕ... Аттеçĕм-аннеçĕм… Сирĕнтен уйрăлас вăхăт çитрĕ. Тавах сире, мана ăса вĕрентнĕшĕн, кирлĕ вăхăтра çирĕп ыйтнăшăн, ĕçе хăнăхтарнăшăн, куллен ырă пурăнма пехилленĕшĕн. Ман сире ÿкĕнес кăмăл пĕртте çук. Каялла ырă- сывă таврăнса çитме Турă пулăштăрах мана. Чипер пурăнăр!

Салтак ачи ашшĕпе амăшĕ умне чĕркуçленсе ларать, урисене тытать. Ашшĕпе амăшĕ сылтăм аллисене ывăлĕн пуçĕ çине хураççĕ. Унтан каччă ура çине тăрать.

Йăкăнат: Йăмăкăм, эс те кил кунта. Чипер хĕр пулса ÿс. Аллунтан ĕç ан ÿкер. Кайри ан пул. Чысна упра. Лайăх каччă тĕлне пул. (Мачча кашти çити çĕклет.)

Хреснашшĕ: Ывăлăм, пÿртрен тухнă чухне те, кил хушшинчен урамалла тухнă чухне те, алăк – хапха урати урлă малтан сылтăм урупа ярса пус. Ан ман çакна, çапла ту. Вăл ырра пĕлтерет.

Йăкăнат: Юрĕ, хреснатте.

Салтак ачисем юрласа картишне тухса каяççĕ, зала анаççĕ.

Кил картинче. Йăкăнат Элюк патне пырать, аллинчен тытать.

Йăкăнат: Элюк, лайăх юл ĕнтĕ, мана манса ан кай. Кĕтсех тăр эп таврăнасса.

Элюк: Йăкăнат тусăм, ан пăшăрхан, чипер çаврăнса килмелле пултăр. Çыру çырсах тăрăп. Ак сана инçетре мана аса илме, пĕчĕк парне. Вăл сана питĕ кĕтсе тăнине систерсе-пĕлтерсе тăрĕ.

Йăкăнат:Тавтапуç, Элюк.(Хĕре ыталаса илет, Элюк йĕрет.)

Хреснамăшĕ: Йăкăнат, ывăлăм, каялла çаврăнса килейĕн-ши?(Йĕрет)

Йăкăнат: Ан йĕр-ха, хреснанне. Тен, чиперех каялла тавăнăп. Турă кăна ан пăрахтăр, çиес çăкăрăм килех çавăрса килтĕр, çуралнă çĕр-шыва татах курам.

Хреснашшĕ: Ывăлăм, ашăм юпи-кĕтнеççи тавра хĕвеле май виççĕ çаврăнса кил, тăван çĕрпе сыв пулашнă май пĕр çăвар хура çĕр илсе хып. Ан ман,аçу-аннÿ çĕрне, унăн çăкăр-тăварне…

Хреснамăшĕ: Марье, пиччÿ ури йĕррисене ял хапхинчен тухичченех пусса йĕрлесе пыр. Тек çак килтен рекрут-салтак ан тухтăр ĕнтĕ. (Йĕрет)

Марье: Юрĕ, Наçтук аппа, çавăн пек тăвăп.

Хреснашшĕ: Çул курки тытса пар-ха, Йăкăнат. ( Курка тĕпне пĕр кĕмĕл укçа ярса парать.) Çак кĕмĕл укçа сан каяс – килес çулна çутатса тăтăр.

Йăкăнат: Ял-йыш, пускил, тăвансем! Чунтан юратнă атте-анне! Йăмăкăм! Элюк! Сывă пулăр!

Йăкăнат сăрине ĕçет те куркине пуç урлă ывăтать, курка çĕмĕрĕлет. Укçи ăмăрт кайăклă енне çаврăнса ÿкет.

1-мĕш хĕр: Курка çĕмĕрĕлчĕ. Чиперех таврăнать.

2-мĕш хĕр арăм: Укçи те ăмăрт кайăк еннеле çаврăнса ÿкрĕ. Ырра.

2-мĕш каччă: Лайăхах çаврăнса килет.

Йăкăнат салтак ачисемпе юрласа тухса каять.. Ял-йыш ăсатса ярать. Ял халăхĕ:

-Çитнĕ çĕрте ырă курмалла пултăр!

-Каялла тĕрĕс – тĕкел çаврăнса таврăнмалла пултăр!



Усă курнă литература:

Э.И. Патмар. Чăваш халăх календарĕ.- Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд.-ви.1995.

Э.И. Патмар, И.А. Патмар. Чăваш салтакĕ.- Ш.: «Çĕнĕ вăхăт», 2012

И.А. Патмар. Кукаçин пурнăç кĕнеки. Канаш.1994

Халăх йăли-пурнĕç йĕрки. Сценарисем. I пай. Шупашкар, 2003.

Культура родного края. Часть 1: Учебное пособие/ В.П. Иванов, Г.Б. Матвеев, Н.И. Егоров и др. – Чебоксары: Чув кн. изд-во, 1994

Чăваш халăх сăмахлăхĕ. 6 том. Юрăсем.-Шупашкар:Чăв. кĕн.изд.-ви.-1979








Скачать

Рекомендуем курсы ПК и ППК для учителей

Вебинар для учителей

Свидетельство об участии БЕСПЛАТНО!