СДЕЛАЙТЕ СВОИ УРОКИ ЕЩЁ ЭФФЕКТИВНЕЕ, А ЖИЗНЬ СВОБОДНЕЕ

Благодаря готовым учебным материалам для работы в классе и дистанционно

Скидки до 50 % на комплекты
только до

Готовые ключевые этапы урока всегда будут у вас под рукой

Организационный момент

Проверка знаний

Объяснение материала

Закрепление изученного

Итоги урока

Образовательный проект «Хал?х й?ли-й?рки – х?й п?р университет»

Нажмите, чтобы узнать подробности

Ачасен  ?с-т?нне, тавра кур?мне, шух?шлавне, çых?нулл? пуплевне, пултарул?хне аталантарма ч?ваш й?ли-й?рки,  ч?ваш ача-п?ча с?махл?х? епле пул?шнине тишкерни

Просмотр содержимого документа
«проект Осипова О.Н»


Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение

«Еметкинская средняя общеобразовательная школа»

Козловского района Чувашской Республики



Республиканский конкурс образовательных проектов

«Обычаи и традиции моего народа»

Номинация Этнокультурный продукт

Образовательный проект

«Халăх йăли-йěрки – хăй пěр университет»



Автор

Осипова Ольга Николаевна:

Учительница начальных классов

Тĕллев: ачасен ăс-тăнне, тавра курăмне, шухăшлавне, çыхăнуллă пуплевне, пултарулăхне аталантарма чăваш йăли-йĕрки, чăваш ача-пăча сăмахлăх епле пулăшнине тишкерни.

Тĕллеве пурнăçламалли мелсем:

  1. чăваш пурнăçĕнче ял-йышпа пухăнса ирттерекен йăла-йĕркепе ачасене паллаштарни;

  2. ваттисен сăмахĕсен витĕмлĕхĕ;

  3. чăваш ача-пăча сăмахлăхĕпе ачасене паллаштарни;

  4. класс тулашĕнчи мероприятисенче ачасене чăваш чĕлхине юратма вĕрентни;

  5. хамăр тавралăхри халăх сăмахлăхĕпе паллаштарни, тĕрлĕ тĕл пулусем йĕркелени.



Тĕпчев объекчĕ: чăваш чĕлхи тата литература вулавĕ урокĕсем, класс тулашĕнчи ĕç.

Ҁн шухăш: Чăваш халăх сăмахлăх, йăли-йĕрки ачасен тавра курăмне, çынлăхне хăпартас тĕллеве пурнăçлать.

Актуаллăх: нацилхе упрас ыйту ҁивчленн тапхăрта халăх сăмахлăхн плтерш пысăк, пуҁламăш класа килекен ачасем ытларах вырăсла калаҁаҁҁ, апла пулсан всене тăван члхе пахалăхпе (е илемлĕхĕпе)паллаштарас ыйту ҁивч тăрать.

Тĕпчев вăхăчĕ: 2014/2016-мĕш çулсем



Проект содержанийĕ

  1. Ум сӑмах

  2. Тẽп пай



  1. Чăваш уявẽсем

  2. Ваттисен сăмахẽсем

  3. Чăваш ача-пăча сăмахлăхĕ

  4. Кайăксемпе чĕр чунсем - пирĕн туссем” класс тулашĕнчи мероприяти

  5. «Атьăр-ха,  асаннесемпе кукамайсем!» конкурс



  1. Пĕтĕмлетни















Ум сӑмах

Юлашки вăхăтра Куславкка районĕнчи нумай çемьере харпăр хăй ачисене вырăсла калаçтарма пуçларĕç. Шкул çулне çитсен „вырăсланнă чăваш ачисене” чăваш чĕлхи вĕрентме тытăнатпăр. Çак ĕçре пире чăваш йăли-йĕрки, чăваш ача-пăча сăмахлăхĕ анлă пулăшнине çирĕплетсе хăварас килет. 2014 çулта Куславкка районĕнчи Кунерти вăтам шкула пĕрремĕш класа 8 ача вĕренме килчĕ.

Сěм авалтан аталанса пынă йăла-йěркесене çирěп тытса пыни ача-пăчана тěрěс-тěкел ÿстерме, вěсен ăс-тăнне çивěчлетме, шухăш-кăмăлне пуянлатма, ěçе хăнăхтарма, ваттисене хисеплеме, çитěнекен ăрăва пурăнма вěрентмешкěн пулăшнă. А.Г. Григорьев профессор калашле, халăх йăли-йěрки – хăй пěр университет. Чăн та, шкулта вěренме май килмен пулин те пирěн мăн асаттесем ăс-пуçран нимěн чухлě те катăк пулман, чун хавалěпе те аптраман. Вěсен пурнăçне çирěп тытса пыраканни – йăла-йěрке пулнă. Вěсенче ачасем сăвă калама, юрлама, ташлама вěреннě, ал ěçпе хуçалăх ěçěсене тума хăнăхнă, пěр-пěринпе хутшăнса туслă пулма, ватта-вěтте хисеплеме вěрентнě.

Çак проектра ачасен чăваш чĕлхине вĕренес, тăван чĕлхпе мухтанас туйăма çуратма тăрăшмалла, ăс-тăнне, тавра курăмне, шухăшлавне, çыхăнуллă пуплевне, пултарулăхне аталантарма чăваш йăли-йĕрки, чăваш ача-пăча сăмахлăх епле пулăшнине тишкермелле.









Тẽп пай

Чăваш уявẽсем

Чăваш уявẽсемпе эпир пуҁламăш класс ачисене уроксенче те, класс тулашẽнчи ẽҁре те паллаштаратпăр. Ачасем чăваш йăли-йĕркине килте аслисене кура пурнăҁлаҁҁẽ. Ҁулсерен Ҁăварни уявланине палăртса хăварас килет. Пуш уйăхẽн 21- 22-мẽш кунẽсенче пысăк уяв – Ҁăварни – ҁитет. Ку вăл катаччи ярăнса, икерчẽ ҁисе савăнмалли уяв.



Катаччи те Ҁăварни,

Ҁăвар тулли икерчи,

Кẽсье тулли премẽкẽ,

Ма Ҁăварни теес мар?

Ҁул хẽрринче тăракан-

Ҁуна шăлне сăвакан,

Ҁăварни иртмест тетẽн –им?

Турта тулли тур лаша,

Турти тăрăх тар юхать,

Тупань тăрăх шыв юхать, -

Ҁăварни иртет, кун юлать.

Катаччи! Катаччи!

Катаччи! Катаччи!

Ҁăварни ҁитет – ҁу ҁитет.

Выртан каска йăванать.

Хурăн тăрри хумханать,

Хура халăх пуҁтарнать,

Апай икерч пẽҁерет,

Пире кẽтсе тăрать, пуль.




Çăварни уявĕнче сивĕ хĕле ăсататпăр, çуркуннене, çуллана кĕтсе илекен шухăш- туйăма палăртатпăр.

Пирĕн шкулти ачасем аслисемпе пĕрле пĕтĕм уявах хутшăнаççĕ: Кăчкă, Çăварни, Микули, Калăм эрни, Мăн кун, Ака туй, Труйски, Çимěк, Илем, Петрав, Сǎпас, Ваттисене асăнни, Микули, Раштав, Кăшарни, Сурхури.

Кашни уявăнах авалтан килекен хăйне евĕр пĕлтерĕшĕ, сăмахлăхĕ, юрри-ташши, илемĕ пур. Чăваш пурнăçĕнче ял-йышпа пухăнса ирттерекен йăла-йĕрке мĕн ачаран этеме унăн çут çанталăкри вырăнне ăнланма, çамрăксене çĕр ĕçĕпе паллаштарма, чир-чĕртен упрама пулăшать.



Ваттисен сăмахẽсем

Сахал сăмахпа та нумай калама пулать.

Ырă сăмах ылтăнран хаклă.

Витĕмлĕ сăмах виçĕ ĕмĕр пурăнать.

Чăваш ăсĕ – çивĕч ăс.

Ваттисен сăмахẽсем – этеме пурнăçра кирлĕ ăслă шухăшсене пĕтĕмлетсе кĕскен каланă сăмахсем. Вĕсем ĕлĕк-авал пулса кайнă, паянхи куна та çитнĕ. Çакăн пек ăслайсене вĕрентетпĕр эпир пуçламăш класранах. Ваттисен сăмахĕсем ачасене ĕçе вĕренме, çынна хисеплеме, чăн-чăн çын пулма вĕрентеççĕ.

Чăваш ача-пăча сăмахлăхĕ

Чăваш ача-пăча сăмахлăхĕ çамрăк ăрăва пăхса ÿстерес тата ăс парас тĕллевĕсене кура унăн жанр тĕслĕхĕсем хăйне евĕрлĕ – йыхрав, витлешÿ сăмахĕ, хăвăрт сăмах, тупмалли юмахсем, чĕр чун юмахĕсем, сăпка юррисем, мунча такмакĕсем, йăпату-илĕртÿ сăмахĕсем.

Пĕчĕк ача тин кăна-ха тĕнчене ăнкарса пырать. Ăна ÿт-пÿ тата ăс-хал енчен ÿссе аталанма хускану вăййисем те, сăмах вылявĕ те питĕ кирлĕ. Сăвă-такмакри шÿт, юмахри мыскара ача кăмăлне уйрăмах илĕртет, çĕклентерет. Паянхи кун ача-пăчана ашшĕ-амăшĕ ытларах мĕн пĕчĕкрен вырăсла калаçма хăнăхтараççĕ. Çавăнпа нумай чухне пуçламăш класра тин эпир ачасене чăваш чĕлхи вĕрентме тытăнатпăр. Сăвă-такмакпа усă курса ачасем чăваш сăмахĕсене аванрах ас туса юлаççĕ. Тĕслĕхрен, пÿрне ячĕсене, кун ячĕсене.

Пỹрнесем калаҁҁẽ тет.

Пуҁ пỹрне: „Хырăм выҁрẽ,

Кулач илсе ҁиесчẽ”.

Шẽвẽр пỹрне: „Укҁа ҁук-ҁке”.

Вăта пỹрне: „ Кивҁен илер”.

Ятсăр пỹрне: „ Илсен, парасси хẽн”.

Кача пỹрне: „Ҁиес те тарас”.


Пуҁ пỹрне, атя ларма.

Пуҁ ыратать, пымастăп.

Шẽвẽр пỹрне, атя ларма.

Шẽвẽртетẽп, пымастăп.

Вăта пỹрне, атя ларма.

Вăтанатăп, пымастăп.

Ятсăр пỹрне, атя ларма.

Ятлаҁаҁҁẽ, пымастăп.

Кача пỹрне, атя ларма.

Качча каятăп, пымастăп.


Тунти кун ту ҁинчен ỹкрẽм,

Ытлари кун ыратрẽ,

Юн кун юн юхрẽ,

Кẽҁнерни кун кẽҁẽтрẽ,

Эрне кун эмеллерẽм,

Шăмат кун шăтрẽ,

Вырсарни кун вăййа тухрăм.





Чĕнÿ-йыхрав сăвви кĕвĕллĕ. Вăл такмак пек каланать. Çут çанталăкри пулăмсемпе япаласене чĕрĕ пек туса сăнлани, пĕр енчен, шухăшлава аталантарать; тепĕр енчен, шÿтпе хавхалантарать; виççĕмĕшĕнчен, çыхăнуллă пуплеве йĕркелет.

Сулхăн кай, сулхăн кай,

Пăх, хẽвел, пăх, хẽвел!

Ҁу чашкипе ҁу парап,

Пыл чашкипе пыл парап,

Ачу шыва кайсассăн

Кẽвенте пуҁẽпе туртса илĕп,

Сана – хẽрли, мана – шурри.


Сулахайпа иртсе кай!

Сулхăн кай, сулхăн кай,

Хẽвел ăшши илсе кил.


Уяр, вẽҁ, уяр вẽҁ!

Уяр пулас пулсассăн,

Ҁỹлтен ҁỹле вẽҁсе кай!

Ҁумăр пулас пулсассăн,

Курăк ҁине вẽҁсе лар!

Акăш килет – сассипе,

Ушкăнпа мĕнле те пулин ансат вăйă выляс тесен те сăмах каламасăр пулмасть. Малтанах шăпа ямалли сăвă каламалла. Тĕслĕхрен, „Сик тух, сар, лаша! Хура калта пулса тух”. Ача-пăча сăмахлăхĕнчи пур хайлав та сăвăллă пуплев йĕркелет.

- Пукани, пукани,

Ӑҁта каян, пукани?

-Тусăм патне каятăп.

- Унта мẽнле ҁитетẽн?

- Ташла-ташла ҁитетĕп.

-Тусу сана мẽн парать?

-Икẽ чẽрес пыл парать.

-Пылне ăҁта хуратăн?

-Шур кẽлетри ҁÿпҁене.

- Тат тусу мẽн парать?

-Икĕ алă сар чечек.

- Ӑна ăҁта лартатăн?

- Шурă пỹртре сак ҁине.




Акăш килет – сассипе,

Кăвак чечек – ҁутипе,

Кăвак чечек –ҁ утипе,

Хẽрлẽ чечек сăнẽпе.

Атьăр, хẽрсем, улаха,

Атьăр, хẽрсем, улаха,

Хẽрлẽ чечек татмашкăн!

Хẽрлẽ чечек тататпăр,

Пуҁ кăшăльсем явăпăр.

.

Ача-пăча сăмахлăхĕ çут çанталăка, çĕр ĕçне, çăкăра, тăван халăха хисеплеме вĕрентет. Кÿршĕ-аршăпа, тăвансемпе килĕштерсе, пĕр-пĕрне пулăшас кăмăла аталантарать.



Кайăксемпе чĕр чунсем пирĕн туссем” класс тулашĕнчи мероприяти

Ачасем кайăк –кĕшĕк, выльăх-чĕрлĕх сăвви-юррисене кăмăллаççĕ, вĕсене лайăхрах ас туса юлаççĕ. „Кайăксемпе чĕр чунсем – пирĕн туссем” класс тулашĕнчи мероприяти ачасен тавра курăмне, пултарулăхне аталантарма пулăшĕç.

Чакак юрри

Чак-чак чакалать,

Симẽс хỹрине сиктерет.

Ват-ват юман,

Ват юманта ҁẽр турат,

Ҁẽр туратра ҁẽр куккук,

Чăн тăрринче сар куккук

Саркаланса авăтать.

Чăхă

Кăт-кăтик сар чăххи,

Ҁăмарта та вăл тăвать,

Чẽпẽсем те кăларать,

Вẽсене ертсе ҁỹрет,

Пẽрмай тăпра чавалать,

Апат тупса ҁитерет,

Кайăксенчен вăл сыхлать.

Сысна

Ӑннарат, ăннарат,

Сысна улма кăларать,

Вẽттине те, шултрине те

Хăй хырăмне тултарать.




Лашасем.

Ула лаша, тамаша,

Ака тумасть,тамаша.

Хура лаша,тамаша,

Суха тумасть, тамаша.

Кẽрен лаша, тамаша,

Киле килмест, тамаша.

Чуптар лаша, тамаша,

Чупа пẽлмест, тамаша.

Ҁỹрен лаша, тамаша,

Ҁул ҁỹремест, тамаша.


Сар кайăк юрри

Ĕҁле, ẽҁле, ẽҁле- ẽҁлемесен ан та ҁи,

Ĕҁлемесен ан та ҁи!

Тăри юрри

Тăр-тăри, тăр-тăри,

Ирпе ирех тăтăр-и,

Пăри пẽрчи акрăр-и,

Пăри пăтти ҁакрăр-и,

Сарă ҁуне сапрăр-и,

Ҁиме мана лартрăр-и?


Шăнкăрч юрри

Кẽр кайрăм, ҁур килтẽм,

Ҁẽтẽк кẽрẽк ҁийẽмре.

.

Чẽкеҁ юрри

Пẽчẽкҁеҁҁẽ питлẽ- куҁлă,

Эреветлẽ-теветлẽ,

Хỹри вẽҁне туй килнẽ.

Якат Петẽр пăчăнтăр. Автан

Кикирикик автан,

Карчăкки выҁă вилет тет,

Ку арманне памасть тет.

Хур юрри

- Хур аки, хур аки,

Аҁу килне мантăн-и?

- Манасса манман-ха,

Пăрҁа ҁинче тытрẽҁẽ,

Хурăн вутти хутрẽҁẽ,

Ҁунатăма вẽтрẽҁẽ,

Чашки айне хупрẽҁẽ.

Петтин, петтин!

«Атьăр-ха,  асаннесемпе кукамайсем!» конкурс

Пуш уйăхĕнче пирĕн шкулта «Атьăр-ха,  асаннесемпе кукамайсем!» конкурс пулса иртрĕ. «Ваттисен сăмахне вҁле», «Ташă конкурс», «Пултарулăх конкурс» тата „Сăпка юрри” ăмăртусенче асаннесемпе кукамайсем куракансене тĕрлĕ сăвă-юрăсемпе, ташăсемпе, халапсемпе, шÿтсемпе паллаштарчĕç.

Конкурссем хушшинче пуçламăш класра вренекен ачасем трлẽ сăвă  каларҁ, юрă  юрларҁ. Вĕренекенсем çакăн пек мероприятисенче авалхи йăла илемне аванрах туяççĕ, хамăр тăрăхри сăвă-такмаксемпе, кулăш-хавассемпе киленеççĕ, ваттисене хисеплеме вĕренеççĕ.

Пĕтĕмлетни

Проект халлĕхе икĕ çула яхăн пырать-ха, малалла та ку проектпа ĕçлĕпĕр.

Паянхи куна çакăн пек результатсем патне çитрĕмĕр, ачасем чăвашла калаçма пултараççĕ, анчах аса илтерсех тăмалла, чăвашла ăнланман вĕренекен те ăнкарма тытăнса пырать. Хамăр тăрăхри çамрăк çемьесемпе час-часах тĕлпулса ачасене пĕчĕкренех чăваш чĕлхине вĕрентмелли пирки калаçатпăр.



Пирẽн мăн асаттесен пурнăҁне ҁирẽп тытса пыраканни ламран-лама куҁакан йăла-йẽрке пулнă. Кашни йăла, кашни уяв хăйẽн асамлăхẽпе, илẽртỹлẽхẽпе, тарăн шухăшẽпе паха-ҁке. Вẽсенче ачасем халăх сăмахлăхне чуна хывса сăвă калама, юрлама, ташлама, шутлама вẽренеҁҁẽ. Чăваш халăх сăмахлăх, йăли-йĕрки ачасен тавра курăмне, çынлăхне хăпартас тĕллеве пурнăçлать, тăван чĕлхене юратма, хамăр чăваш пулнипе мухтанма вĕрентет.



13



Скачать

Рекомендуем курсы ПК и ППК для учителей

Вебинар для учителей

Свидетельство об участии БЕСПЛАТНО!