СДЕЛАЙТЕ СВОИ УРОКИ ЕЩЁ ЭФФЕКТИВНЕЕ, А ЖИЗНЬ СВОБОДНЕЕ

Благодаря готовым учебным материалам для работы в классе и дистанционно

Скидки до 50 % на комплекты
только до

Готовые ключевые этапы урока всегда будут у вас под рукой

Организационный момент

Проверка знаний

Объяснение материала

Закрепление изученного

Итоги урока

"Кавказ мерченĕ"

Нажмите, чтобы узнать подробности

Просмотр содержимого документа
«"Кавказ мерченĕ"»


Предмет: Чăваш чĕлхи

Класс: 7 класс

Шкул:вырăс чĕлхиллĕ шкул

Тема (пай): Раççей федерацийĕнчи республикăсем.

Урок теми: Кавказ мерченĕ.

Урок тĕсĕ: çĕнĕ пĕлÿ илмелли урок.

Технологисем: Модульлĕ е блок-модульлĕ, вăйă, экскурси, ушкăнпа вĕренни, пĕрле ĕçлесе вĕренни, харкамлăха аталантарасси, «Критикăллă» шухăшлава аталантарасси, сывлăха упрасси, системăллă-ĕçлевлĕхлĕ, информаципе коммуникаци, проект.

Харкамăн (пайăррăн) пĕлÿ илмелли тĕллевсем:

1) Вĕренÿпе интересленме хавхалантарни;

2) Кĕнекепе ĕçленĕ май, ача хăй вăй-пултарулăхне шаннă май ĕç суйласа илме ăнтăлни.

3) Асчасене хăйĕн тăван кĕтесне упрама вĕрентесси.

Предметăн пĕрлĕхлĕ результачĕсен тĕллевĕсем:

  1. Йĕркелÿ:

Кирлĕ информацие вĕренÿ кĕнекинче шыраса тупма пултарни; пур ĕçе те кăмăлпа хутшăнма явăçни.

  1. Хутшăну:

Тĕрлĕ мелпе – мăшăррăн е ушкăнпа ĕçлесе, пĕччен е иккĕн кĕнекепе, электрон пособипе, Интернетпа усă курса информаци тупма хăнăхни.

  1. Информаци:

Пĕр темăпа çыхăннă материала вуласа тишкерме, кирлине суйласа илме пĕтĕмлетÿ тума пултарни; тишкерÿре схемăсемпе ятарлă паллăсемпе усă курма пĕлни.

Предметăн ятарлă пĕлÿ илмелли тĕллевĕсем:

1. Вĕренекенсен пĕлÿ, пултару, хăнăху ĕçĕ-хĕлĕ: Кабардин-Балкар республикипе Чăваш республикин пуянлăхĕсене танлаштарса пĕрпеклĕхсемпе уйрăмлăхсене тупни. Çакăн çинчен хăй шухăшне çыхăнуллă калани.

2. Вĕрентÿ хевти-талпанавĕ: кĕнекере панă текстри тата харпăр хăйĕн кăмăлне палăртса хайлаври пулăмсене хак пама пултарни.

Мелпе меслетсем: кашни хăй „мĕнле” пулнине хаклакан хĕвеллĕ кластерпа е синквейнпа кăсăклантарса яни; ыйту-хурав; учитель сăмахĕ; тишкерÿ, шырав, словарь ĕçĕ;; ыйтусем çине хурав тупма вĕренни; вĕрентекен панă ситуацирен тухма май тупни; ваттисен сăмахĕсемпе пĕтемлетÿсем тума хăнăхнине малалла аталантарни, синквейн туни, уйрăмшарăн тухса калаçма хăнăхани, пĕтĕмĕшле тишкерÿ йĕрки тăрăх пĕтĕмлетÿсем тума хăнăхнине аталантарани.

Словарь ĕçĕ: а) ăнлантармалли пай: а) хушăран-изредка, пĕрлĕхен- костянка, ют çĕршыв, мерчен- жемчужина, путене –перепел, чи туллă шывлă- самая многоводная.

Курăмлăх хатĕрĕсем: урок презентацийĕ (кластерпа синквейн);Раççей тата Кабардин-Балкар республикин картисем, Интернетран илнĕ материалсем, кĕнекесем; валеçсе памалли материал (ваттисен сăмахĕсен пуçламашĕ тата вĕçĕ карточка çинче).

Кăтарту хатĕрĕсем: компьютер, презентаци, мультимедиапроектор.








Урок юхăмĕ

Урок тапхăрĕ

I.  Класа йĕркелени.

1. Шутласа хусканусем туни.

2.Сывлăх сунни.

3. Пуплев зарядки:

„ Маттур, ăслă ачасем

Питĕ лайăх лараççĕ,

Питĕ лайăх лараççĕ,

Питĕ лайăх çыраççĕ,

Питĕ лайăх çыраççĕ,

Питĕ лайăх вулаççĕ,

Питĕ лайăх вулаççĕ,

Питĕ нумай пĕлеççĕ!

  1. Çанталăк çинчен дежурнăйпа калаçни.


II. Кăсăклантарни, урок тĕллевĕсене лартни.

Вĕрентекен ачасене Раççей карти çинче палăртнă вырăна пăхма хушать. Çак картăран урок темине палăртма сĕнет. Ачасем хăйсем тĕллĕн урок темине тата тĕллевне палăртаççĕ. Карта çинче Кабардин-Балкар республикине уйăрса илеççĕ. Ыйтусене хуравлаççĕ.


III.Ăнланса илни (20-25 минут).

1.Учитель презентацийĕпе паллашасси.Вĕрентекенслайд çинчи карта çине пăхма хушать, Кабардин-Балкар республикин ялавĕ, гербĕ мĕнлине палăртма ыйтать. Ачасем карта çинче Кабардин-Балкар республикин тĕп хулине тупаççĕ, чиккисене палăртаççĕ, кÿршисене каласа хăвараççĕ.

2.Ачасем хăйсен ĕçĕсене мĕнле тунине тĕрĕслени.

Проект ĕçне пуçăниччен эпир сирĕнпе виçĕ ушкăна уйрăлтăмăр. Кашни ушкăна ĕç уйăрса патăмăр. Халĕ эпир сирĕнпе çак ĕçсене мĕнле пурнăçланине тĕрĕслĕпĕр.1-мĕш ушкăн Кабардин-Балкар республикинчи паллă вырăнсемпе, 2-мĕш ушкăн – республикăри паллă поэтсемпе писательсемпе, 3-мĕш ушкăн- республикăн çут-çанталăкĕпе паллаштараççĕ.

3.Физкультура саманчĕ. Ачасемпе вĕрентекен хусканусем тăваççĕ , сăвă калаççĕ: „Вĕçсе килчĕç кайăксем, пĕчĕк, пĕчĕк кайăксем.

Хаваслăн сикеççĕ, пĕрчĕсем сăхаççĕ!“


VI. Çĕнĕ информаципе паллашасси.Иванов Илья доска умне тухса Кавказ тарăхĕпе, Эльбрус тăвĕпе паллаштарать, интереслĕ фактсем каласа парать.

1. Сиксе тухнă ситуацие татса пани.Вĕрентекен ситуаци темине палăртать: Настьăна амашĕ Кабардин-Балкар республикине канма илсе каясшăн, анчах та Настя унта каясшăн мар. Кирилăн вара Настьăна чăнах та унта çитсе килмеллине, унти илемпе паллашмаллине ĕнентермелле. Кунта ачасем диалог мелĕпе Кавказ мерченне кайса курмалли пирки ĕнентереççĕ.

2. Творчество блокĕ.

1)Кĕнекери текстпа паллашасси. (7-мĕш ĕç)

Текста вуласа тухса сутсе явнă хыççăн, ачасем кластер тума пуçлаççĕ, кашни шкăнăн хăйĕн уйрăм тема: 1-мĕш ушкăн –Кабардин-Балкар республикинчи чĕр чунсем; 2-мĕш ушкăн- йывăçсем, 3-мĕш ушкăн республикăри нацисем пирки. Ачасем ĕçлеме пуçлаççĕ.

  1. Панă ĕçсене пурнăçлани. Ачасем шыраççĕ, шутлаççĕ, çыраççĕ.(2,3-мĕш хушса панисем

  2. Тунă кластерсене доска çине çыпăçтараççĕ, çапла майпа, пирĕн Çупкам-кластер пулса тăрать.

3. Усăллă физкультура саманчĕ.Вĕрентекен ачасене доска умне тухма, кашнине пĕрер карточкă туртса илме сĕнет: карточкăсем çинче ваттисен сăмахĕсен пуçламăшĕсем тата вĕçĕсем, çавсене пĕрлештерме ыйтать(4-мĕш хушса пани). Ачасем пĕрлештерсе вырăсла куçараççĕ , ваттисен сăмахĕсем мĕне пĕлтернине ăнлантараççĕ.

V.Вĕреннĕ материала çирĕплетни. 8-мĕш ханăхтарăва пурнăçлаççĕ: çыраççĕ, вырăсла куçараççĕ, ударени лартаççĕ, юнашар лараканăн ĕçне тĕрĕслеççĕ.

1. Шыраса тата вуласа пĕлнĕ материалпа усă курса клоуз тест тăвасси (5-мĕш хушса пани).

2. Слайд çинчи сăмахсемпе усă курса тĕрĕс предложенисем тума сĕнет, ыйтусем парать, хуравлама ыйтать.

VI. Урока пĕтĕмлетни

Хăвăрт тĕрĕслев (Блиц-контрольная) туса ирттерни(3-4 минут) Вĕрентекен слайд çине хатĕр текст кăларса тăратать, ачасене вулама хушать. Кайран слайда хупса партă çинче выртакан ĕçе пурнăçлама ыйтать. Çак ĕçе вĕсем хăвăрт тăваççĕ, мĕншĕн тесен вĕсен текстра пĕрер тĕрĕс сăмаха çеç палăртмалла. Ун хыççăн верентекен тĕрĕс хурава уçса парать. Ачасем вара хăйсен ĕçĕсене хăйсем хаклаççĕ. Хаклав виçине те вĕрентекен доска çине кăларса парать.

VII. Рефлекси(5 минут).Кăмăл карточкипе ĕçлени. Урокра ĕçленĕшĕн хăйсене паллă лартни. Ачасен ĕçне хаклани.

Вĕрентекен урока мĕнле ăнланнине оценка пама ыйтать: мĕне вĕрентĕр, мĕнле çĕнĕлĕхсем уçрăр, мĕн çинчен татах пĕлес килет тата ытти те. Ачасен хуравĕсене пĕтĕмлетет.

Хăйсен ĕçне хаклаççĕ, кăмăл - туйăмне тĕрлĕ смайликпа палăртаççĕ.

Вĕренекенсем урока хаклаççĕ:

Мана урок

Килĕшрĕ

Тĕлĕнтерчĕ

Нумай çĕннине пĕлтĕм

Кичем пулчĕ

Кантăм

Ăнлантăм

Мана пур пĕрех

Ăнланмарăм

Ыттисене пулăшрăм


VIII .Киле ĕç пани? Ачасемпе сывпуллашни.(5 минут)

Суйлавлă киле ĕç пани. Вĕрентекен пĕрне суйласа илме сĕнет:

1. „Кавказ мерченĕ“ темăпа ÿкерчĕк тумалла.

2. Кĕнекери 174 стр. 12-мĕш хăнăхтарăва пурнăçламалла.

3. Çупкам кластерпа усă курса синквейн çырмалла, унăн теми- «Кавказ мерченĕ»







Скачать

Рекомендуем курсы ПК и ППК для учителей

Вебинар для учителей

Свидетельство об участии БЕСПЛАТНО!