СДЕЛАЙТЕ СВОИ УРОКИ ЕЩЁ ЭФФЕКТИВНЕЕ, А ЖИЗНЬ СВОБОДНЕЕ

Благодаря готовым учебным материалам для работы в классе и дистанционно

Скидки до 50 % на комплекты
только до

Готовые ключевые этапы урока всегда будут у вас под рукой

Организационный момент

Проверка знаний

Объяснение материала

Закрепление изученного

Итоги урока

Рабочая программа по чувашскому языку для 7 класса национальных школ по ФГОСу

Категория: Всем учителям

Нажмите, чтобы узнать подробности

Рабочая программа включает в себе предпологаемые результаты, тематический план, содержание предмета, литературу для детей и тест для проверки изученного материала. 

Просмотр содержимого документа
«Рабочая программа по чувашскому языку для 7 класса национальных школ по ФГОСу»

Чăваш Республикин Елчĕк район администрацийĕ

Чăваш Республикин Елчĕк районĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан муниципаллă бюджетлă

учреждени «Кивĕ Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул»

Шкулти педсовет Çирĕплететĕп

ларăвĕнче пăхса тухнă Шкул директорĕ

Ертÿçи _________А.В.Романов

_________ № протокол _________ № хушу «____________» 2017 çул «____________» 2017 çул

Чăваш чĕлхи

(7 класс)

Ĕç программи

Программăна пурнăçа кĕртмелли вăхăт 2017-2018 вĕренÿ çулĕ

Çак программăна тĕпе хурса хатĕрленĕ: Чăваш чĕлхи программи. Чăваш шкулĕн 5-9 класĕсем валли. 2013 çул. Программăна хатĕрлекенĕсем: И.А. Андреев профессор, Г.Н. Семенова профессор, Ю.М. Виноградов доцент.









Ǎнлантарса пани

Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви 2017 çулта çирĕплетнĕ вĕренÿ планĕ тăрăх чăваш шкулĕсенче 5-мĕш вариантпа тăван чĕлхене вĕрентме 7 класра эрнере 2 сехет уйăрнă.

Ку программăна Чăваш Республикин вĕрентÿ министерстви усă курма сĕннĕ: И. А. Андреев профессор 2013 çулта чăваш шкулĕн 5-9 класĕсем валли хатĕрленĕ «Чăваш чĕлхи программине», 2010-мĕш çулта Мускавра кăларнă Пĕтĕмĕшле Вĕрентĕвĕн Федераллă Патшалăх Стандартне тата 2015 çулхи раштав уйăхĕн 31-мĕшĕнче 1577 № приказпа йышăннă, 2016 çулхи нарăс уйăхĕн 2-мĕшĕнче 40937 № Минюст çирĕплетнĕ улшăнусене тĕпе хурса йĕркеленĕ.

Вĕренÿ материалне çапла пайланă: 7 класс (70 сехет)

Вĕренÿ учебникĕ: Л.Г.Петрова, Ю.М.Виноградов. Чăваш чĕлхи: 7-мĕш класс валли / Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2014.-223 стр.



Хушма литература: 1. Петрова Л. Г. Хăнăхтару пуххи: 6-7 класс валли – Шупашкар: 2006 - 102 с.

2. Майков Е. А.: Михайлова З. П., Кузьмина Г. В. Чăваш чĕлхи. 5-9 классенче вĕренекенсен пĕлĕвне тĕрĕслемелли тест пуххи. – Шупашкар: 1999 – 37 с.

3. Данилова М.Г., Табакова М.З. Сочинени евĕр изложени: Чăваш шкулĕн 5-11классем валли –Шупашкар 2003 – 202с.

4. Петрова Л.Г., Егорова В.А. Диктант пуххи. 5-11 классем валли – Шупашкар, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн издательстви, 2006 – 218 с.

5. Сергеев Л. П., Брусова Г. Ф., Павлов В. В. Диктант тексчĕсен пуххи: 5 -11 классенче чаваш чĕлхи вĕрентекен учительсем валли – Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 2012 – 128 с.

6. Сергеев Л. П. Грамматика вǎййисем. Вĕрентупе меслетлĕх пособийĕ. Л П Сергеев – Шупашкар: ЧППУ, 2008. - 44с.



Ачасем валли литература:

  1. Сергеев Л П Грамматика вǎййисем.5-9 классем валли. Л.П.Сергеев. – Шупашкар: Чǎваш кěнеке изд-ви, 2008. - 110с.

  2. Мерлина Н.И. т. ыт. те. Чĕвĕлти Чĕкеç-2008: Чăваш чĕлхин Пĕтĕм Раççейри вăйă конкурсĕ: Ыйтусем, хуравсем, информаци, статистика / Н.И.Мерлина, А.С.Егорова, Ю.М.Виноградов, Е.А.Майков. – Шупашкар: Руссика, 2008. – 48 с.

  3. Мерлина Н.И. т. ыт. те. Чĕвĕлти Чĕкеç-2009: Чăваш чĕлхин Пĕтĕм Раççейри вăйă конкурсĕ: Ыйтусем, хуравсем, информаци, статистика / Н.И.Мерлина, А.С.Егорова, Е.А.Майков. – Шупашкар: Руссика, 2009. – 48 с.

  4. Мерлина Н.И. т. ыт. те. Чĕвĕлти Чĕкеç – 2010: Чăваш чĕлхин Пĕтĕм Раççейри вăйă конкурсĕ: Ыйтусем, хуравсем, информаци, статистика / Н.И. Мерлина, А.С. Иванова, Е.А. Майков – Шупашкар: Руссика, 2010. – 47 с.

  5. Мерлина Н.И. т. ыт. те. Чĕвĕлти Чĕкеç – 2011: Чăваш чĕлхин Пĕтĕм Раççейри вăйă конкурсĕ: Ыйтусем, хуравсем, информаци, статистика / Н.И. Мерлина, А.С. Иванова, Е.А. Майков – Шупашкар: Руссика, 2011. – 74 с.

  6. Мерлина Н.И. т. ыт. те. Чĕвĕлти Чĕкеç – 2012: Чăваш чĕлхин Пĕтĕм Раççейри вăйă конкурсĕ: Ыйтусем, хуравсем, информаци, статистика / Н.И. Мерлина, А.С. Иванова, Е.А. Майков – Шупашкар: Руссика, 2012. – 58 с.


«Чăваш чĕлхи» предметăн тĕп тĕллевĕсемпе задачисем:

- вĕренекенсен калаçăвĕпе çырăвне аталантарасси тата тĕрĕс те илемлĕ вулама хăнăхтарасси;

- вĕренекенсен калаçăвне тĕрĕс йĕркелесси;

- ачасене сăмахсемпе вырăнлă та тирпейлĕ усă курма вĕрентесси тата вĕсен лексикине пуянлатасси;

- вĕренекенсен логикăллă шухăшлавне аталантарасси;

- вĕренекенсене фонетика, лексика, грамматика никĕсĕсемпе тата чĕлхе наукин тĕп ыйтăвĕсемпе, чĕлхен общество пурнăçĕнчи вырăнĕпе паллаштарасси;

- орфографипе пунктуаци хăнăхăвĕсене çирĕплетесси;

- уроксенче ачасен çыхăнуллă калаçăвне аталантарасси;

- тăван чĕлхене юратма, чĕлхе урокĕсенче илнĕ пĕлÿпе ÿлĕмрен пурнăçра, ĕçре усă курма хăнă хăнăхтарасси;

- грамматикăн кашни темине вĕрентнĕ чух ачасене литература чĕлхин çирĕпленнĕ нормисемпе паллаштарасси, пуплеве çав нормăсене пăхăнса йĕркелеме вĕрентесси.

Планлакан результатсем

Ачасен çаксене тума пĕлмелле тата пултармалла:

-хăй çинчен, тăван çемье, ялĕ, шкулĕ çинчен кĕскен те анлăраххăн та çыхăнуллăн каласа пама пултармалла;

-çавнашкалах вуланă пĕр-пĕр хайлав çинчен, ăçта та пулин кайса курни çинчен те ирĕклĕн каласа пама пĕлмелле;

-сăпайлă калаçăва тирпейсĕрринчен, кăмăллине кăмăлсăрринчен уйăрма пĕлмелле;

-чĕлхери сăмахсене май пур таран пуплев пайĕсем çине уйăрма, пуплев пайĕсен уйрăмлăхĕсене кăтартма пултармалла;

-пуплев пайĕсен тĕрлĕ формисемпе вырăнлă усă курмалла.

Вĕренÿ содержанийĕн темисем

Ачан вĕренÿ результачĕсем

(ача мĕн-мĕн пĕлмелле тата пултармалла)

7-мĕш класс

(70 сехет)

Чăваш чĕлхи – тĕрĕк чĕлхисенчен пĕри.

Чăваш чĕлхи ытти тĕрĕк чĕлхисемпе мĕн енчен пĕрешкел пулнине, вĕсенчен мĕнле уйрăлса тăнине ăнланмалла, ытти тĕрĕк чĕлхисемпе кăсăкланмалла.

Глагол. Глаголăн сăпатсăр формисем.

Сăпатсăр формăсене сăпатлисенчен уйăракан паллăсене пĕлмелле.

Глаголăн хальхи причасти форми.

Хальхи причасти -акан(-екен) аффикслă пулнине, ун çумне падеж тата хисеп аффиксĕсем хушăнма пултарнине пĕлмелле. Хальхи причасти пуплевре мĕнле йышши сăмахсене пăхăнтарнине тата пăхăннине ăнланмалла. Çакна шута илсе тĕрĕс предложенисем тума пултармалла. Кĕске формăпа тулли форма стиль енчен расна пулнине шута илсе пуплеме (Пурнан пурнăç телейлĕ пултăр!) хăнăхмалла. Мухтанакан çын – мухтанчăк çын, канмалли кун – кану кунĕ, вуламалли кĕнеке – вулав кĕнеки йышши синоним пĕрлешÿсемпе усă курма хăнăхмалла.

Глаголăн иртнĕ причасти форми.

Глаголăн иртнĕ причасти формипе тата пĕрре иртнĕ вăхăт формипе вырăнлă усă курма пĕлмелле. Эпĕ ку çынна курнă (куртăм мар). Эпĕ кăçал лицея вĕренме кĕтĕм (кĕнĕ мар). Ман атте ялта ÿснĕ (ÿсрĕ мар). Çĕтĕлнĕ кĕпе – çĕтĕк кĕпе, ватăлнă çын – ват çын йышши синоним пĕрлешÿсемпе усă курма пĕлмелле.

Глаголăн пулас причасти форми.

Глаголăн пулас причасти формипе тĕрĕс усă курма пĕлмелле. Глаголăн пулас причасти форми падеж е падеж системине кĕмен аффикс йышăннă чухне –и аффикссăр пулни вырăнлăрах иккенне чухламалла: Атте ĕçрен таврăнасса (таврăнассине мар) кĕтетпĕр. Ĕç ăнăçлă пĕтессе (пĕтессине мар) шанатăп. Пулас причастин –шăн(-шĕн) тата –чĕ аффикслă формисен синонимĕсемпе усă курма (эпĕ тĕпчевçĕ пуласшăн – ман тĕпчевçĕ пулас килет; ман артист пуласчĕ – ман артист пулмалла пултăрччĕ) хăнăхмалла.

Глаголăн пулмалли причасти форми.

Глаголăн пулмалли причасти формипе тата унăн синоним пĕрлĕхĕсемпе меллĕ усă курма (каймалла пулать – каяс пулать) хăнăхмалла.

Глаголăн çителĕклĕх причастийĕ.

Глаголăн çителĕклĕх причастийĕн формипе вырăнлă усă курма тата тĕрĕс (пĕр л лартса) çырма (шухăшламалăх пур, пурăнмалăх çитет) пĕлмелле, синонимсем тупма (пурăнмалăх çитет – пурăнма çитет) пултармалла.

Глаголăн деепричасти форми.

Глаголăн деепричасти формисене асра тытмалла, вĕсен синоним тÿр килĕвĕсене чухламалла, вырăнлă усă курма (килсе çÿре - килех çÿре; кăçал Хусана кайса пулмарĕ - кăçал Хусана каяймарăм; васкаса – васкавлăн; тухса ÿкнĕ - тухнă ÿкнĕ) пултармалла.

Глаголăн инфинитив форми.

Глаголăн –ма(-ме), -машкăн(-мешкĕн) аффикслă инфинитив формисене палласа илмелле. Вырăс чĕлхинчи инфинитивран мĕнпе уйрăлса тăнине курмалла.

Хыç сăмахсем.

Чăн-чăн хыç сăмахсене тулли мар пĕлтерĕшлĕ япала ячĕсенчен, паллă ячĕсенчен тата наречисенчен уйăрма пултармалла. Хыç сăмах умĕнчи сăмахсем мĕнле формăра тăнине шута илсе (сана валли мар – сан валли, анчах анне валли) калаçма тата çырма пĕлмелле.

Союзсем.

Союзсенчен хăшĕ сыпăнуллă, хăшĕ пăхăнуллă пулнине пĕлмелле. Союзсене глаголсенчен, наречисенчен тата татăксенчен уйăрас хăнăху пулмалла. Пуплевре тĕрĕс усă курмалла.

Татăксем.

Татăксем предложени содержанийĕпе тата тытăмĕпе тачă çыхăннине ăнланмалла.

Междомети.

Междомети ытти пуплев пайĕсем ретĕнче мĕнле вырăн йышăннине чухламалла. Междометипе çыхăннă орфографипе пунктуаци правилисене пăхăнса тĕрĕс çырма пултармалла.

Чĕлхе тата пуплев. Пуплев стилĕсем.

Чĕлхепе пуплев мĕн иккенне ăнланмалла. Текстсемпе вĕсен сыпăкĕсене стиль енчен уйăрма пултармалла.

Синтаксиспа пунктуаци.

Синтаксис грамматика ăслăлăхĕн пайĕ пулнине ăнланмалла. Пунктуаци предложенин шухăш тытăмĕпе, синтаксиспа тата чĕлхе уйрăмлăхĕсемпе тачă çыхăннине пĕлмелле.

Сăмах майлашăвĕпе предложени.

Сăмах майлашăвĕпе предложени мĕн енчен пĕрешкел, мĕн енчен расна пулнине пĕлмелле. Сăмах майлашăвĕпе предложенири сăмахсем епле çыхăннине схема ÿкерсе уçса пама, çыхăну мелĕсене палăртма пултармалла. Анлă сăмах майлашăвне ансăрринчен уйăрма хăнăху пулмалла.

Хутсăр предложенин хутшăнуран килекен тытăмĕ.

Предложенин темăпа рема ушкăнĕсене тата шухăш тĕшшине тупма

пĕлмелле. Предложенисене вĕсен шухăш тытăмне тата содержание кура йĕркелеме, ытти предложенисемпе çыхăнтарма пултармалла.

Ыйтуллă тата ыйтусăр предложенисем.

Ыйтуллă предложенисене тĕрĕс тума, ку е вăл предложенири йăнăша тупса тÿрлетме пултармалла. Сăпайлă ыйту тата риторикăллă ыйту мелĕсене (Ырă тантăш-тăвансем, пире хисеп тумăр-ши? Хирти сарă чечеке ăшă куçпа кам пăхмĕ?Ун пек лайăх хитре хĕре мĕнле каччă юратмĕ?) пĕлмелле, вĕсене текстра тупма пултармалла. Ыйтăва сăпайлăрах тума хăнăхмалла.

Пурлă тата çуклă предложенисем.

Çуклă предложенисене тĕрĕс тума, йăнăшсене тÿрлетме пĕлмелле.

Текст. Текст стилĕсем.

Текста мĕнле стильпе çырнине чухламалла. Ку е вăл стильпе текст тума пултармалла. Предложенисем мĕнле çыхăнса пынине асăрхамалла.



Харпǎрлǎхлǎ (личностный) результат:

— чǎваш чĕлхине пĕлни ачасене пĕр-пĕринпе хутшǎнма, аталанма, халǎх культурипе йǎли-йĕркине, моральне, кǎмǎл-сипетне ǎнланма май парать;

— тĕрĕс калаçупа тĕрĕс çыру пуплевĕ уйрǎм çын культурин шайне палǎртать;

— кашни ачан хǎйне тĕрĕс хаклас туйǎмне ÿстерет.

Ытти предметсен хушшинчи çыхǎнǎва палǎртакан (метапредметлǎ) результат:

— тǎван чĕлхе урлǎ вырǎс сǎмахĕсен тата ытти чĕлхерен кĕнĕ терминсен пĕлтерĕшĕсене ǎнлантарма пулать;

— калаçу тĕллевĕсенче, майĕсемпе мелĕсенче хǎйсен вырǎнне тупма пултарни;

— ачасен хǎйсен шухǎшне ытти чĕлхепе те анлǎн та тарǎннǎн пĕлтереççĕ;

— тĕрĕс ыйту лартса кирлĕ хурав пама пултараççĕ.

Предмета вĕреннин результачĕсем (предметлǎ результат):

— чǎваш литература чĕлхине пĕлме тата унпа тĕрĕс усǎ курма май парать;

— чĕлхен нормине (орфоэпи, орфографи, лексика, грамматика нормисене) пǎхǎнма вĕрентет;

— калаçура этикет нормисене пǎхǎнма хистет;

— орфографи тата пунктуаци правилисене тĕрĕс усǎ курса çырма вĕрентет;

— предметра усǎ куракан чĕлхе единицисене пĕр-пĕринчен уйǎрма, вĕсене ǎнланма, унсǎр пуçне хǎйсен ĕçĕсене хак пама, çырнине тĕрĕслеме тата тĕрĕс информаци пама пултараççĕ.

Программа (вĕренÿ) содержанийĕ

Морфологипе орфографи

1. Чĕлхери сăмахсен ушкăнĕсем. Пуплев пайĕсем. Морфологи – чĕлхери сăмахсен тытăмĕ, вĕсен ушкăнĕсемпе пĕлтерĕшĕсем çинчен вĕрентекен наука. Чĕлхери сăмахсене ку таранччен мĕнлерех ушкăнлани. Вĕсене çĕнĕлле ушкăнлама май пурри: хăй пĕлтерĕшлĕ сăмахсем (тулли пĕлтерĕшлисем, тулли мар пĕлтерĕшлисем); пулăшу сăмахĕсем (союзсем, хыç сăмахсем, татăксем); междометисем. Тулли мар пĕлтерĕшлĕ сăмахсем (пуплеве хăйсем тĕллĕн тухма пултарайманнисем) шутне тĕрлĕ пуплев пайĕнчисем (япала ячĕсем, паллă ячĕсем, глаголсем) кĕни.

2. Глагол. Глаголăн сăпатсăр формисем. Сăпатсăр формăсен ушкăнĕсем: причасти, деепричасти, инфинитив. Сăпатсăр формăсене сăпатлисенчен тата пĕр-пĕринчен уйăракан паллăсем. Сăпатсăр формăсен пĕлтерĕшĕсем, пуплеври тăтăшлăхĕ, вырăнĕ. Причасти. Причастин тухăçлă тата тухăçсăр формисем. Хальхи причасти, унăн формисем -акан(-екен) тата –ан(-ен) аффикссем. Хальхи причасти падеж тата хисеп тăрăх улшăнни. Хальхи причастин çуклă форми, вăл иртнĕ причастиннипе пĕр килни: вулакан кĕнеке – вуламан кĕнеке; вуланă кĕнеке - вуламан кĕнеке. Хальхи причастин пуплеври вырăнĕ: тăрăшакан ача; таракана пĕр çул, хăвалакана çĕр çул; ывăл ача ашшĕне, хĕр ача амăшне хывакан; вăл çынпа хирĕçекен мар; ача утакан пулчĕ. Хальхи причасти тата -скер аффикссем йышăнни. Иртнĕ причасти, унăн çуклă форми, пуплеври вырăнĕ (ĕçленĕ ĕç, ĕçленĕ чух (ĕç хыççăн), ачасем переменăна тухнă). Иртнĕ причасти тата -скер аффикссем йышăнни, çав аффикслă формăсем япала ячĕ вырăнĕнче çÿрени. Пулас причасти, унăн çуклă формисем тата хăш-пĕр падеж формисем (каяссăн, каясса; хĕвел анаспа; чирлесрен сыхлани). Пулас причастин –шăн(-шĕн) аффикслă форми, унăн вырăнĕпе пĕлтерĕшĕ. Пулас причастин пуплеври вырăнĕпе тăтăшлăхĕ. Хальхи, иртнĕ, пулас причастисен пул глаголлă пĕрлешĕвĕсем: Ача утакан пулчĕ. Анне ĕçе кайнă пулнă. Ĕçе вăхăтра тăвас пулать. Вĕсен пĕлтерĕшĕ. Пулмалли причасти, унăн формисем, пуплеври вырăнĕ. Çителĕклĕх причастийĕ, унăн пулăвĕ, пуплеври вырăнĕ, пĕлтерĕшĕ. Причастисен формисемпе тĕрĕс усă курма хăнăхтарасси: Пурăнан пурнăçу телейлĕ пултăр; Атте ĕçрен таврăнасса кĕтетпĕр (таврăнассине мар). Причастисемпе ытти пуплев пайĕсен синонимлăхĕпе паллаштарасси: канмалли кун – кану кунĕ, вуламалли кĕнеке – вулав кĕнеки; мухтанакан çын – мухтанчăк çын; çĕтĕлнĕ кĕпе – çĕтĕк кĕпе т.ыт.те. Иртнĕ причастипе тата пĕрре иртнĕ вăхăт формисемпе пуплевре вырăнлă усă курасси: килсе çÿре – килех çÿре; кăçал Хусана кайса пулмарĕ - кăçал Хусана каяймарăм; васкавлăн – васкаса; тухса ÿкнĕ – тухнă ÿкнĕ т.ыт.те. Тăтăшрах тĕл пулакан деепричасти формисем: -сан (-сен), -сассăн (-сессĕн); -нăçемĕн (-нĕçемĕн), -нăçем(-нĕçем), -иччен, -са (-се), -а(-е), вĕсен вариантлăхĕ. Инфинитив. Инфинитив формисем: -ма (-ме), -машкăн (-мешкĕн) аффикслисем. Вĕсен пуплеври вырăнĕ. Чăваш чĕлхинчи инфинитивпа вырăс чĕлхинчи инфинитив, вĕсен уйрăмлăхĕ. Глагол урăх пуплев пайĕ пĕлтерĕшĕпе çÿрени.

3. Пулăшу сăмахĕсем. Хыç сăмахсем. Хыç сăмахсен пĕлтерĕшĕпе уйрăмлăхĕсем. Хыç сăмахсемпе тулли мар пĕлтерĕшлĕ сăмахсем (япала ячĕсемпе паллă ячĕсем, наречисем): вăрман çийĕн, вăрман хĕррипе, вăрман витĕр, вăрман урлă, çын хыççăн кай. Хыç сăмахсемпе тулли мар тата тулли пĕлтерĕшлĕ сăмахсене пĕр-пĕринчен уйăрма вĕрентесси (хыççăн çÿре – тулли пĕлтерĕшлĕ, уяв хыççăн - хыç сăмах; ăшĕ нимĕ, тулĕ тимĕр - тулли пĕлтерĕшлĕ, юр ăшне чик – тулли мар пĕлтерĕшлĕ). Союзсем. Союзсен пĕлтерĕшĕпе пуплеври вырăнĕ. Сыпăнуллă тата пăхăнуллă союзсем, вĕсен уйрăмлăхĕ, ушкăнĕсем. Сыпăнуллă союзсемпе наречисем, татăксем: анчах(рах) килтĕм – наречи; уйăх çутатать, анчах ăшăтмасть – союз; эпĕ ăна пĕрре анчах курнă – татăк. Пăхăнуллă союзсемпе тулли мар пĕлтерĕшлĕ глагол формисем: сывлăхлă пулас тесе – союз; эп сана Мускава кайнă тесе – тулли мар глагол форми. Союзсемпе пуплевре тĕрĕс усă курасси (Ванюк, Верук тата Санюкпа Нинук). Союзпа синонимлă формăсемпе вырăнлă усă курасси: сана курас тесе килтĕм – сана курма килтĕм – сана курасшăн килтĕм.Татăксен пĕлтерĕшĕ, уйрăмлăхĕсем. Татăксене тĕрĕс çырасси. Татăксем предложени содержанийĕпе тата унăн тытăмĕпе çыхăннине ăнланма хăнăхтарасси. Междометисен ытти пуплев пайĕ йышĕнчи вырăнĕ. Междометисене тĕрĕс çырасси, вĕсем хыççăн чарăну палли лартасси.

4. Синтаксис тата пунктуаци. Синтаксис – чĕлхе наукин сăмахсенчен пуплев мĕнлерех йĕркеленни çинчен вĕрентекен пайĕ. Пунктуаци – пуплеври пĕлтерĕшлĕ сыпăксене еплерех уйăрмалли çинчен калакан правило пуххи. Пунктуаци калас шухăшпа, грамматикăпа тата чĕлхе уйрăмлăхĕсемпе çыхăнни. Пунктуаци те, орфографи пекех, чĕлхе наукин пĕр пайĕ пулни. Вăл çырăва йĕркелет, ăна вулаканшăн та, çыраканшăн та ăнланмалла тăвать. Пуплев сыпăкĕсем: предложени тата сăмах майлашăвĕ. Сăмах майлашăвĕпе предложени – пуплеври пĕлтерĕшлĕ сыпăксем. Вĕсен тытăмĕ, уйрăмлăхĕсем. Сăмах майлашăвĕ – предложени сыпăкĕ, предложени - пуплев сыпăкĕ. Предложени – хутшăнури тĕп единица. Пуплеври сăмахсен çыхăнăвне палăртмалли мелсем: аффикссем, хыç сăмахсем, союзсем, сăмахсен вырăнĕ-йĕрки. Предложени – кирлĕ шухăша палăртакан единица (шухăшпа хутшăну единици) тата грамматика пĕрлĕхĕ. Хутсăр тата хутлă предложенисем. Хутсăр предложени. Хутсăр предложенин хутшăнуран килекен (е шухăш) тытăмĕ: мĕн çинчен каланине палăртакан сăмахсем (тема) тата ун çинчен мĕн пĕлтернине палăртаканнисем (рема). Темăпа рема пĕр сăмахлă тата темиçе сăмахлă пулма пултарни. Предложенири сăмахсен йĕрки, унăн функцийĕсем (сăмах йĕрки мĕне-мĕне палăртни). Шухăш тĕшши, ăна палăртакан сăмахсем предложенире еплерех вырнаçни. Ыйтусăр тата ыйтуллă предложенисем. Ыйтăва палăртмалли мелсем: ыйту сăмахĕсемпе (кам, мĕн, ăçта, хăçан т.ыт.те) ыйтуллă татăксем (-и, -ши, -им, -шим). Ыйтуллă тата ыйтусăр предложенисен ушкăнĕсем. Ыйтуллă предложенисем те, ыйтусăррисем те туйăмлă (эмоциллĕ) пулма пултарни. Туйăмлисене чарăну паллипе палăртасси. Пурлă тата çуклă предложенисем. Çуклăха палăртмалли мелсем.

5. Текст. Текст стилĕсем. Текст хутшăнура йĕркеленнине ăнлантарни. Кĕнеке стильне калаçу стилĕнчен уйăрма пултарни. Кĕнеке стилĕн тĕсĕсене палăртма пĕлни. Ǎслăлăх стилĕпе çырнă текстăн тĕп тĕллевĕ – адресат патне мĕнле те пулин информаци çитересси, ăслăлăх факчĕсене пĕлтересси, ăнлантарасси, ку е вăл ыйту хуравĕ наука енчен мĕнле пулнине ĕнентерессине палăртни.



Тематика планĕ



Темăсен ячĕсем

Сехетсен шучĕ

1.

Чăваш чĕлхи — тĕрĕк чĕлхи

1

2.

6-мĕш класра вĕреннине аса илни

2

3.

Тĕрĕслев урокĕ. Диктант. («Диктант пуххи» 5-11 кл. Ш.: 2006. 76 с.)

1

4.

Глагол. Глаголǎн сǎпатсǎр формисем

1

5.

Глаголǎн инфинитив форми

1

6.

Асăрхаттару диктанчĕ

1

7.

Причасти. Причастисем çинчен пĕтĕмĕшле ăнлантарни

2

8.

Причастисен палăрту формисем

1

9.

Причастисен вĕçленĕвĕ

1

10.

Изложени. «Хурсем каток уçрĕç» тĕрĕслев изложенийĕ (Г.Ф.Брусова. ИТП, 1997, 72-73 с.)

2

11.

Деепричасти. Деепричастисем çинчен пĕтĕмĕшле ăнлантарни

1

12.

Деепричастисен пулăвĕ

1

13.

Деепричастисен пĕлтерĕшĕсем

2

14.

«Шухăшламасăр тунă ĕç ÿкĕнĕçлĕ пулать» сочинени

1

15.

Глаголсене морфологи тĕлĕшĕнчен тишкерни

1

16.

«Шурǎ кǎвакарчǎн» тĕрĕслев диктанчĕ (Петрова Л.Г. «Диктант пуххи» (5-11 кл.) Ш. 2006, 106 с.)

1

17.

Йăнăшсене тÿрлетни, вĕреннине аса илни

1

18.

Пулǎшу пĕлтерĕшлĕ пуплев пайĕсемпе паллаштарни. Хыç сăмахсем

2

19.

Хыç сăмахсене морфологи тĕлĕшĕнчен тишкерни

1

20.

Сочинени евĕр изложени. «Ухмах шыракан» (М.Г.Данилова, М.З.Табакова «Сочинени евĕр изложени тексчĕсен пуххи». Ш.: 2007, 65 с.)

2

21.

Союзсем

2

22.

Союзсене морфологи тĕлĕшĕнчен тишкерни

1

23.

Асăрхаттару диктанчĕ

1

24.

«Юр айĕнчи кайǎксем» ирĕклĕ диктант (Петрова Л.Г. «Диктант пуххи» (5-11 кл.) Ш. 2006, 119 с.)

1

25.

Йăнăшсене тÿрлетни, вĕреннине аса илни

1

26.

Татăксем

2

27.

Татăксене морфологи тĕлĕшĕнчен тишкерни

1

28.

Вĕреннине аса илни

1

29

Изложени «Шурă лили»

2

30

Междометисем

1

31

Междометисене морфологи тĕлĕшĕнчен тишкерни

1

32

Тĕрĕслев ĕçĕ. Диктант (Петрова Л.Г. «Диктант пуххи» (5-11 кл.) Ш. 2006. 125 с.)

1

33

Йăнăшсене тÿрлетни. Вĕреннине аса илни

1

34

Чĕлхе тата пуплев. Мĕн вăл чĕлхе? Мĕн вăл пуплев?

2

35

«Ĕçпе кану лагерĕнче» сочинени

1

36

Синтаксис пуплев мĕнле йĕркеленнине вĕрентни

1

37

Предложенипе сăмах майлашăвĕ – пĕлтерĕшлĕ сыпăксем

2

38

Паллă чăваш чĕлхеçисем

1

39

Предложенири сăмахсен çыхăнăвĕ

1

40

Сăмах майлашăвĕн тытăмĕ

2

41

Сăмах майлашăвне тишкермелли йĕрке

2

42

Хутсăр предложенин хутшăнуран килекен тытăмĕ

1

43

Шухăш тĕшши

1

44

Сăмахсен йĕрки тата текст

2

45

Ыйтуллă тата ыйтусăр предложенисем

1

46

Пурлă тата çуклă предложенисем

1

47

Тĕрĕслев ĕçĕ. Диктант «Хура вĕршĕн»

1

48

Вĕреннине пĕтĕмлетни. Аттестаци ĕçĕ

1

49

Текст. Текст стилĕсем

1

50

Пуплевĕн ăслăлăх стилĕ

2

51

Тĕрĕслев ĕçĕ. Диктант «Мĕн-ши вăл илем?»

1

52

Вĕреннине аса илни. Пĕтĕмлетни

2

53

Резерв уроксем

2







Класран класа куçнă чухнехи аттестаци ирттермелли форма: тĕрĕслев ĕçĕ – диктант е тест



















Чăваш Республикин Елчĕк районĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан муниципаллă бюджетлă

учреждени «Кивĕ Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул» йышăннă №-лĕ хушăвĕпе çирĕплетнĕ

2017-2018 вĕренÿ çулĕнче 7-мĕш класран вĕренсе тухакансене чăваш чĕлхипе сĕннĕ пĕтĕмĕшле тĕрĕслев ĕçĕ



Мĕн-ши вăл илем?



Илем… Сăмахĕ те мĕнле янравлăн, ăшшăн илтĕнет. Ахальтен мар ăна паллă тĕпчевçĕ Н.И.Ашмарин чăваш чĕлхинчи чи хитре сăмахсенчен пĕри тет. Пусăрăнчăк та пăтранчăк шухăш-туйăма сирет вăл. Кăмăла çĕклентерет. Асамлă вăй-хăват пур тейĕн çав унра. Çичĕ тĕспе йăлкăшакан асамат кĕперне асăрхатпăр-и е çепĕç кайăк юррине илтетпĕр – пирĕн пит-куç çуталать, чĕрене темле ăшă туйăм çупăрланăн туйăнать.

Çĕр чăмăрне чĕрĕлĕх кÿрекен хĕвел çутипе ăшшине туйса мĕнле çын чĕри савăнмасть-ши, унăн илемĕпе кам киленмест-ши? Ахальтен мар ăна çĕр çинчи пур халăх юратса кашни хăйĕн чĕлхипе сăвă-юрăра ăшшăн мухтать. (90 сăм.) (Г.Хлебн.)







Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Федорова Елена Сергеевна хатĕрленĕ



Текстне Л.Г.Петрова, В.А.Егорова. Диктант пуххи. 5-11 классем валли. Шупашкар, 2006 çулта кăларнă кĕнекерен илнĕ





Вĕренекенсен пĕлĕвне тĕрĕслемелли пĕтĕмĕшле тест

7-мĕш класран вĕренсе тухакансене чăваш чĕлхипе сĕннĕ пĕтĕмĕшле тĕрĕслев тесчĕ

1-мĕш вариант

1. Чĕлхери сăмахсен ушкăнĕсем миçе пуплев пайне пайланаççĕ?

а) 5

ă) 11

б) 9

2. Кашни пуплев ятне сăмахпа çырса тухăр

3. Инфинитив глагол тĕпĕ çумне мĕнле аффикссем хушнипе пулать?

а) -мас (-мес)

ă) –ма (-ме), -машкăн (-мешкĕн)

б) –массерен (-мессерен)

4. Причастиллĕ сăмах майлашăвне кăтартăр

а) ăслă шухăш

ă) каланă шухăш

б) çĕнĕ шухăш

5. Деепричасти ытларах мĕне пĕлтерет?

а) тĕп ĕçе

ă) тĕп ĕçпе пĕр тан ĕçе

б) хушăмлă ĕçе

6. Хăш тупмалли юмахра евĕрлев сăмахĕ çук?

а) Чипер акин арка вĕçĕ вĕлт- вĕлт. (Пĕркенчĕк.)

ă) Пат-пат тумлĕ, çĕре ÿкмĕ. (Алка.)

б) Чăмăр пăрçан хакĕ хаклă. (Шăрçа.)

7. Виçе пĕлтерĕшлĕ хыç сăмаха палăрт

а) таран

ă) евĕр

б) хыççăн

8. К.В.Ивановăн «Нарспи» поэминчи хăш йĕркесенче сыпăнуллă союзсем пур?

а) Пичĕ-куçĕ пит хÿхĕм,

Хирти сарă чечек пек.

ă) Ирех тăрать, тумланать,

Нарспи ĕçе тытăнать.

б) Е пир тĕртме ларать те

Вылянтарать ăсине;

Е хултăрчă тытать те

Çипне тиет çĕррине.



9. Ыйту татăкĕсене тупăр

а) ак, ав, вăт

ă) -и, -ши, -им, -шим

б) шăп та шай

10. Тулли пĕлтерĕшлĕ сăмахран пулса кайнă междометие туп

а) Эй-яй-яй!

ă) Эх-хех-хей!

б) Кай-кай-кай!

2-мĕш вариант

1. Хăй пĕлтерĕшлĕ сăмахсен ушкăнĕсем миçе пуплев пайне пайланаççĕ?

а) 5

ă) 7

б) 9

2. Кашни пуплев ятне сăмахпа çырса тухăр

3. Çак сăмах çыхăнăвĕсенче инфинитив туп

а) калаçма пуçларĕ

ă) калаçса ларчĕ

б) калаçасшăн пулчĕ

4. Причасти мĕнле аффикссем хушсан палăрту форминче пулать?

а) -шан, -шен

ă) –и, -скер

б) –сар, -сер

5. Деепричастие тупса палăрт

а) илемлетме пуçларĕ

ă) илемлетсе пачĕ

б) илемлетнĕ кĕнеке

6. Сас-чĕве пĕлтерекен евĕрлев сăмахне туп

а) Çывăхра лĕх- лĕх- лĕх кулни илтĕнсе кайрĕ.

ă) Хĕр ача савăннипе вĕлтĕр-вĕлтĕр çаврăнса илчĕ.

б) Хĕрсем йăкăш-якăш шуса ташлани пурне те килĕшрĕ.

7. Пуплев япалине пĕлтерекен хыç сăмах хăшĕ пулать?

а) пирки

ă) çинче

б) май

8. Хăш предложенире хутсăр предложенисене пăхăнуллă союз çыхăнтарать?

а) Шăнкăрав пулчĕ те, ачасем класа кĕчĕç.

ă) Шăнкăрав пулчĕ пулин те ачасем класа кĕмерĕç.

б) Шăнкăрав пулнă хыççăн ачасем класа кĕчĕç.



9. Хăш сăмахра вăйлату татăкĕ пур?

а) çупах

ă) пысăкрах

б) паянах





10. Хăш предложенире хистев междометийĕпе усă курнă?

а) Тс-с-с, шăпăрт пул!

ă) Ырă хыпарах пĕлтересшĕн-ха

б) Тавах сана, тăванăм!



Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен

Федорова Елена Сергеевна хатĕрленĕ











7-мĕш класс валли хатĕрленĕ тест хуравĕсем





Ыйту номерĕсем


Вариантсем

1

2

1

ă

ă

2



3

ă

а

4

ă

ă

5

б

ă

6

б

а

7

а

а

8

б

ă

9

ă

б

10

б

а







Пĕлÿ паракан цифрăллă ресурссем

www.it-h.ru «Творчествăлла ĕçлекен учительсен пĕрлешĕвĕ»

www.1 september.ru (кăларăмсем çинчен пĕлтерни)

cv.wikipedia.org (Чăваш энциклопедийĕ)

school – collection.edu.ru

ru.chuvash.org

history.chuvash.org (чăвашсем çинчен калани)

yumah.ru (чăваш халăх пултарулăхĕ)

samahsar.chuvash.org (чăваш сăмахсарĕ)

gallery.chuvash.org (фото галерейи)

chavash.narod.ru (чăвашхитрадио)

civmih 2 @ narod.ru

inzetchuv@narod.ru



Электрон вĕренÿ пособийĕ

Чăваш чĕлхи. Электрон вĕренÿ пособийĕ, 7 класс.

/Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви сĕннĕ/ - диск.


Скачать

Рекомендуем курсы ПК и ППК для учителей

Вебинар для учителей

Свидетельство об участии БЕСПЛАТНО!