СДЕЛАЙТЕ СВОИ УРОКИ ЕЩЁ ЭФФЕКТИВНЕЕ, А ЖИЗНЬ СВОБОДНЕЕ

Благодаря готовым учебным материалам для работы в классе и дистанционно

Скидки до 50 % на комплекты
только до

Готовые ключевые этапы урока всегда будут у вас под рукой

Организационный момент

Проверка знаний

Объяснение материала

Закрепление изученного

Итоги урока

План-конспект урока родного языка (чувашский) для обучающихся 6-х классов по теме "Çут çанталăк"

Нажмите, чтобы узнать подробности

План-конспект урока ролного языка (чувашского) для обучающихся 6-х классов по теме "Çут çанталăк".

Просмотр содержимого документа
«План-конспект урока родного языка (чувашский) для обучающихся 6-х классов по теме "Çут çанталăк"»

6-мĕш класра ИКТ-па усă курса

«ÇУТ ÇАНТАЛĂК»

темăпа ирттернĕ уçă урок планĕ


Хатĕрлекенĕ: Осипова Светлана Геннадиевна - Чăваш Республикинчи Шупашкар хулин «Уйрăм предметсене тĕплĕн вĕрентсе пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 54-мĕш вăтам шкул» муниципалитетăн пĕтĕмĕшле вĕренÿ бюджет учрежденийĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ.

Урок теми: Çут çанталăк (6 класс).

Урок тĕллевĕсем:

САПĂРЛĂХ ТĔЛЛЕВĔ: ачасене çут çанталăка хисеплеме,упрама вĕрентесси.

ПĔЛŸ ТĔЛЛЕВĔ: чĕрĕ çут çанталăк тата чĕрĕ мар çут çанталăк пулăмĕсене уйăрма, мăшăр сăмахсене пăхса тухса пуплевре усă курса калав тума хăнăхасси.

КУРĂМЛĂХ ХАТĔРĔСЕМ: чĕрĕ çут çанталăк тата чĕрĕ мар çут çанталăк пулăмĕн ÿкерчĕкĕсем: компьютер, проектор, экран.


УРОК ЮХĂМĔ

Урок эпиграфĕ «Çут çанталăкра пурте пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă»

I. Урока йĕркелени, пĕр-пĕринпе сывлăх сунни.

Учитель:

Ырă кун пултăр, ачасем!

Сывлăх сунатăп!

Аван-и?

Сывах-и?

Салам пурне те!

Ачасем:

Ырă кун пултăр, вĕрентекен!

Сывлăх сунатпăр!

Аван!

Сывах!

Салам сире те!

II. Урок темипе, тĕллевĕпе паллаштарасси. (1-мĕш слайд)

Паянхи урок теми ячĕ «Çут çанталăк».

Урок эпиграфĕ «Çут çанталăкра пурте пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă».

Урок эпиграфне эсир мĕнле ăнланатăр.

Паян эпир сирĕнпе чĕрĕ тата чĕрĕ мар çут çанталăк çинчен калаçăпăр. Мăшăр сăмахсене аса илсе, çĕнĕ сăмахсемпе паллашса ыйтусем çине хуравлăпăр, çут çанталăк çинчен каласа парăпăр.

III. Фонозарядка.

Çÿл тÿпере çич çăлтăр, çиччĕшĕ те çут çăлтăр

IY. Усă курмалли тата астумалли сăмахсемпе паллаштарни.

(2-мĕш слайд)

Çут çанаталăк шутне мĕн-мĕн кĕрет?

Чĕрĕ çут çанталăк шутне мĕн-мĕн кĕрет?

Чĕрĕ мар çут çанталăк шутне мĕн-мĕн кĕрет?

чĕрĕ çут çанталăк – живая природа

чĕрĕ мар çут çанталăк – неживая природа

чăн-чăн хуçа – настоящий хозяин

çил те хĕвеле пула тухать – благодаря солнцу появляется ветер

ÿсен-тăран чĕр чунсене тарантарать – растения кормят животных

çумăра та хĕвел çутарать – дождь тоже образуется благодаря солнцу

Çĕнĕ сăмахсене учитель вулать, кайран ачасене хорпа тата пĕрерĕн вулаттарать. Ун хыççăн вĕсене ачасем словаре çырса хураççĕ.

Y. Сăнавсен пулăмĕсене ăнлантарса парасси.

Очень много народных примет про погоду? А давайте поработаем приметами на слайде? (3-мĕш слайд)

YI. «Çут çанталăк» текстпа ĕçлесси.

1) - Текст хыççăнхи сăмахсемпе паллашасси.

- Текста малтан учитель вулама пуçлать, кайран ачасене вулаттарать, куçарттарать.

2) Ÿкерчĕкпе усă курса ыйтусем çине хуравласси. (4-мĕш слайд)

- Çут çанталăк тесе мĕне калаççĕ?

- Чĕрĕ çут çанталăк шутне мĕн-мĕн кĕрет?

- Чĕрĕ мар çут çанталăк шутне мĕн-мĕн кĕрет?

- Мĕншĕн çут çанталăкăн чăн-чăн хуçи хĕвел шутланать?

- Шыв-шур шутне мĕн-мĕн кĕрет?

- Сăрт-ту шутне мĕн-мĕн кĕрет?

- Йывăç-курăк шутне мĕн-мĕн кĕрет?

- Ÿсен-тăран шутне мĕн-мĕн кĕрет?


YII. «Хĕвел ăçта çывăрать» сăвăпа паллашасси». (5-мĕш слайд)

-Сăвва рольпе вуласси.

-Слайд çинчи пулăшу сăмахĕсемпе усă курса сăвва илемлĕ вуласа парасси.

YIII. Кану саманчĕ.

Учитель кану саманчĕ ирттерет, сăвă каласа ачасене тĕрлĕ хусканусем тутарттарать.

Лăпкăн вĕрчĕ ăшă çилĕ,

Хускалаççĕ йывăçсем.

Пит ÿсесшĕн вĕсем çÿллĕ,

Эпир лартнă йывăçсем.

IX. Мăшăр сăмахсене аса илесси.

1. Кĕнекере мăшăр сăмахсем çинчен вуласа пĕлесси.

2. Малтан вĕреннĕ мăшăр сăмахсене аса илесси.

3. Çыру ĕçĕ пурнăçласси. (6-мĕш слайд)

X. Тупмалии юмахсемпе ĕçлесси.

Паллах, пирĕн чăваш чĕлхи тупмалли юмахсемпе, каларăшсемпе пуян. Çут çанталăк пулăмĕсен паллисем çинчен те нумай тупмалли юмахсем пур. Вĕсене эпир çак слайд çинче тупса палăртма пултаратпăр. Ачасене пулăшу ÿкерчĕкĕсем тупсăмне тупма пулăшаççĕ. (7-мĕш слайд)

XI. Урока пĕтĕмлетни, ачасен ĕçне хаклани.

1) Учитель урока ачасене ыйтусем парасси.

- Çут çанталăк тесе мĕне калаççĕ?

- Çут çанталăка миçе ушкăна пайлаççĕ?

- Çут çанталăкри пулăмсем çинчен каласа парăр.

- Çут çанталăкăн хăш сăнавĕ сире ытларах килĕшрĕ. Мĕншĕн?

2) Çак ыйтусемпе усă курса калав тутарасси.

XII. Киле ĕç пани.

- Учитель ачасен пĕлĕвне хаклани.

- Киле ĕç: Çут çанталăкăн пĕр пулĕмĕ çинчен каласа парасси.

- Сывпуллашни:

Сывă пулăр, сывă пулăр!

Яланах илемлĕ пулăр,

Яланах телейлĕ пулăр,

Сывă пулăр, сывă пулăр!

Сывă пулăр, ачасем!

Сывă пулăр, вĕрентекен!


Скачать

Рекомендуем курсы ПК и ППК для учителей

Вебинар для учителей

Свидетельство об участии БЕСПЛАТНО!