СДЕЛАЙТЕ СВОИ УРОКИ ЕЩЁ ЭФФЕКТИВНЕЕ, А ЖИЗНЬ СВОБОДНЕЕ

Благодаря готовым учебным материалам для работы в классе и дистанционно

Скидки до 50 % на комплекты
только до

Готовые ключевые этапы урока всегда будут у вас под рукой

Организационный момент

Проверка знаний

Объяснение материала

Закрепление изученного

Итоги урока

План-конспект урока родного языка (чувашский) для обучающихся 5-9-х классов по теме "Сывлăхлă пулас килет-и?"

Нажмите, чтобы узнать подробности

План-конспект урока родного языка (чувашский) для обучающихся 5-9-х классов по теме "Сывлăхлă пулас килет-и?".

Просмотр содержимого документа
«План-конспект урока родного языка (чувашский) для обучающихся 5-9-х классов по теме "Сывлăхлă пулас килет-и?"»

«СЫВЛĂХЛĂ ПУЛАС КИЛЕТ-И?»

темăпа ирттернĕ уçă урок планĕ

(Сывлăха сыхлакан технологипе чăваш чĕлхи урокĕсенче усă курасси,

5-9 классем валли)


Хатĕрлекенĕ: Михайлова Светлана Геннадиевна - Чăваш Республикинчи Шупашкар хулин «Уйрăм предметсене тĕплĕн вĕрентсе пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 54-мĕш вăтам шкул» муниципалитетăн пĕтĕмĕшле вĕренÿ бюджет учрежденийĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ.


Сывлăха сыхлакан, перекетлекен технологи вĕрентекеншĕн чи кирли.

Мĕншĕн? Мĕншĕн тесен обществăна сывă та ăслă çынсем кирлĕ. Ача сывлăхлă пулнине çак енсем палăртаççĕ.

1)ачан хăйне хăй йывăрлăха, ывăннине, вĕренÿ программине çĕнтерме пĕлмелле;

2) хăйне тытас енĕпе те тĕрĕс, çитменлĕхсене курма пĕлмелле;

3) ăс-тăн енчен тăнлă, сăнама, хăй тĕллĕн ĕçлеме пĕлмелле;

4) кăмăл-туйăм тĕлĕшĕнчен çирĕп, тĕлĕнме тата савăнма пĕлмелле;

5) хутшăнура хăйне тытма, шÿтлеме, шÿте ăнланма пĕлмелле.


Çак асăннă енсене туса пыма вĕрентекенсен ачасене пулăшмалла. Мĕнле майпа?

  1. кабинета уçăлтармалла, ăшă та таса пулмалла, çутă çитмелле;

  2. ачасемпе вĕрентекен хушшинче ăшă кăмăллă хутшăнусем тума тăрăшмалла;

  3. уроксене ачасен вăй-халне, сывлăхне кура ирттермелле, кану саманчĕсем пулмалла;

  4. киле ĕç пĕлсе тата вырăнлă памалла.


ТЕМА: СЫВЛĂХЛĂ ПУЛАС КИЛЕТ-И?

Урок эпиграфĕ «Хĕвел, сывлăш тата шыв-

пирĕн лайăх юлташсем»

УРОК ТĔЛЛЕВĔСЕМ:

Сапăрлăх тĕллевĕ: харпăр хăй сывлăхне упрама, сывлăхшăн сиенлĕ йeркесене хирĕç кĕрешме хăнăхтарасси.

Пĕлÿ тĕллевĕсем:

1) Вуланă хайлавсен тĕп шухăшĕпе авторсем хускатнă çивĕч ыйтăвĕсене аса илсе çирĕплетсе хăварасси.

2) Сывлăха упрама, сывлăхшăн сиенлĕ йĕркесене хирĕç кĕрешме хăнăхтарасси.

Илемлĕх тĕллевĕ: пурнăçа ăнланма, унăн илемлĕхне курма пулaшăсси.

КУРĂМЛĂХ ХАТĔРĔСЕМ: сывлăха кăтартакан тата сывлăха сиен кÿрекен ÿкерчĕксем, компьютер, проектор, экран.


УРОК ЮХĂМĔ

I. УРОКА ЙĔРКЕЛЕНИ, ПĔР-ПĔРИНПЕ СЫВЛĂХ СУННИ.

Учитель:

Ырă кун пултăр, ачасем!

Сывлăх сунатăп!

Аван-и?

Сывах-и?

Салам пурне те!

Ачасем:

Ырă кун пултăр, вĕрентекен!

Сывлăх сунатпăр!

Аван!

Сывах!

Салам сире те!


I тапхăр: СĂЛТАВЛАНИ.

Мĕн-ши вăл сывлăх? (1-мĕш слайд)

СЫВЛĂХ – çемье, спорт, канлĕ тĕлĕк, телей, юратнĕ ĕç,

укçа, тус-юлташ, пурнăç, юрату, виçеллĕ апат.

Çыннăн сывлăх пулсан пурте пулать. «Сывлăхран хакли ним те çук» - теççĕ ваттисем. Сывлăх çинчен ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсем те нумай. Вĕсемпе паллашсан, палах, питĕ лайăх пулмалла. Эсир çак ваттисен сăмахĕсене мĕнле ăнланатăр. (2-мĕш слайд)

ПĔТĔМЛЕТŸ: Сывлăхлă çын пур енлĕн аталанма, вăй хурса ĕçлеме, тăрăшса вĕренме, тулли пÿрнăçпа телейлĕ пурăнма пултарать, çавăнпа та сывлăх теми, уйрăмах хальхи вăхăтра, шкул пурнăçĕнчен пĕртте аякра тăмасть. Паянхи урок тĕллевĕ те сывлăхпа çыхăннă. (3,4,5,6-мĕш слайдсем)

Сывлăхлă пулас тесен мĕн-мĕн тумалла-ши?


II тапхăр: ШУХĂШЛАНИ.

Апла пулсан, сывлăхлă пулас тесен пирĕн… (кирлĕ сăмах майлашăвĕсене суйласа илмелле те предложени йĕркелемелле).

Спортпа туслă пулмалла, телевизор умĕнче нумай лармалла, сахал хускану тумалла, шывпа туслă пулмалла, эрех-сăра ĕçмелле, уçă сывлăшра сывламалла, компьютер умĕнче нумай лармалла, кун йĕркине пăхăнса тăмалла, сиенлĕ йăла-йĕркесемпе усă курмалла, ирхине вăхăтра тăмалла, каçхине вăхăтра выртмалла, пирус туртмалла, организмшăн кирлĕ те усăллă апат çимелле. (7,8,9-мĕш слайдсем)

ЭРЕХ-СĂРА СИЕНĔ НАРКОТИК СИЕНĔ

ПИРУС ТУРТНИ СИЕНĔ


III тапхăр:

ИНФОРМАЦИ ПАЙĔ.

Ученăйсемпе врачсем каланă тăрăх эрех-сăра ĕçни организмшăн питĕ сиенлĕ. Час-часах эрех ĕçекен çынсем чĕре, пĕвер, вар-хырăм, ÿпке чирĕсемпе чирлеме пултараççĕ. Ĕçекен çыннăн сывлăхĕ хавшать çĕç мар, вĕсен ăс-тăнĕ те арканать? Эрех ĕçнĕ чухне вăл хăй мĕн тунине те асăрхайми пулать, хăйне тыткалама пĕлмест.

Табак тĕтĕмĕ чăн-чăн тусан, анчах та çав тери вĕтĕскер. Тĕтĕмĕн ытларах пайĕ каялла тухать, анчах та çулталёк хушшинче ÿпке витĕр 800 грамм яхăн тикĕт тухать. Табак тĕтĕмĕнче никотин, угарлă газанилин, мышьяк, уксус пур. Пурĕ 2 пине яхăн вещество шутланать, вĕсенчен 100-шĕ этем организĕмĕшĕн çав тери сиенлĕ.

IV тапхăр:

ĂНЛАННИ.

Пирус туртасси тата эрех-сăра ĕçесси патне мĕн илсе пырать-ха?

Ачасен хуравĕ:

  • пушă вăхăт нумай пулни

  • аслисен хушшинче ăнлану пулманни

  • çемьере килĕшÿ çукки

  • аслăрах курнас килни т.ыт.те…


Çак йывăрлăха пĕтерме пире кам пулăшать-ха?

  • общественность

  • вĕрентекенсем

  • ашшĕ-амăшĕ

  • çын е ача хăй


Çапла вара пурте пĕрле, общественност, вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшĕ, çын е ача хăй тăрăшсан сывлăхлă пулма пултаратех.


Vтапхăр:

ÇЫРУ ĔÇĔ.

Таблиц на çырса тултарасси.


Сывлăх

Сывлăх тăшманĕ




VI тапхăр:

ПĔТĔМЛЕТŸ.

Чи пысăк пуянлăх вăл-сывлăх. Сывлăх пулсан-çын ĕçлет те савăнать те.. Çĕр çинче хăйĕн тивĕçне туйса пурăнакан çын пуриншĕн те тăрăшать: сывлăхне те çирĕплетет, ашшĕ-амăшне те хисеплет, ачи-пăчине те тĕрĕс тĕкел пăхса ÿстерет, çурт-йĕрне те çавăрать, çынна та ырă тума манмасть. Апла пулсан, кашни çын хăйĕн сывлăхне упрани кирлĕ. Çемье тĕрекĕ, ачасен пуласлăхĕ, çĕр-шыв малашлăхĕ - çирĕп сывлăхлă çынсенче. Шел пулин те, хальхи вăхăтра чирлекенсен йышĕ ÿссех пырать. Айăпĕ вара тĕрлĕрен пулать: çут çанталăкри тасамарлăх, вăй питти çынсемех эрех-сăра ĕçсе, пирус туртса, наркăмăшла шĕвек ăша ярса хăйсен сывлăхне хавшатаççĕ, пулас ачисен малашлăхне те пĕтерсе хураççĕ.


КИЛЕ ĔÇ: ХАÇАТ КĂЛАРАССИ.

1 рет – «Сывлăх министерстви асăрхаттарать».

2 рет – «Эрех-сăра сиенĕ»

3 рет – «Наркотиксем пире кирлĕ мар!»





Скачать

Рекомендуем курсы ПК и ППК для учителей

Вебинар для учителей

Свидетельство об участии БЕСПЛАТНО!