СДЕЛАЙТЕ СВОИ УРОКИ ЕЩЁ ЭФФЕКТИВНЕЕ, А ЖИЗНЬ СВОБОДНЕЕ

Благодаря готовым учебным материалам для работы в классе и дистанционно

Скидки до 50 % на комплекты
только до

Готовые ключевые этапы урока всегда будут у вас под рукой

Организационный момент

Проверка знаний

Объяснение материала

Закрепление изученного

Итоги урока

Методическая разработка урока литературного чтения "Юратна анне"

Нажмите, чтобы узнать подробности

Методическая разработка урока литературного чтения (чувашский) можно использовать при проведении урока , также при проведении внеклассного мероприятия.

Просмотр содержимого документа
«Методическая разработка урока литературного чтения "Юратна анне"»

«Юратнă анне» (Кам-ха вăл анне? Çăмăл-ши анне пулма?)

темăпа хатĕрленĕ урокăн методика разработки

С.Г.Прокопьева, Шупашкар районĕнчи

Иккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта

пуçламăш классене вĕрентекен

«Юратнă анне (Кам-ха вăл анне? Çăмăл-ши анне пулма?)» темăпа хатĕрленĕ урокăн методика разработки чăваш шкулĕсенче 2 класра (Литература вулавĕ) усă курма, вырăс шкулĕсенче класс тулашĕнчи ĕçе йĕркеленĕ май усă курма юрăхлă. Ку тема паянхи кун кирлĕ вырăнта, кун йĕркинче тăрать: чăвашла юрă итлени тата юрлани, хайлавсем итлени тата вулани тăван чĕлхе илемне туйма пулăшать. Çак произведени авторĕсене хисеплес туйăм çуралать. Вĕренекенсем тăван чĕлхене, ашшĕ-амăшне юратма, хисеплеме вĕренеççĕ.

Урок теми: Юратнă анне (Кам-ха вăл анне? Çăмăл-ши анне пулма?)

Урок тĕллевĕ: ашшĕ-амăшне, тăван чĕлхене хисеплеме, юратма, вĕсен илемне курма вĕрентесси.

Урок задачисем:

1. «Юратнă анне» темăпа çырнă хайлавсемпе, юрăсемпе паллаштарасси, ÿкерчĕксем сăнаттарасси.
2. Ваттисен сăмахĕсемпе ĕçлесси, синквейн çыртарасси.
3. «Кам-ха вăл анне? Çăмăл-ши анне пулма?» ыйтусем çине хурав парасси.

Кĕтекен результатсем:

1.Чăваш чĕлхи пуянлăхне туйма, чĕлхене хисеплеме, унпа киленме вĕренсе пыни. Илемлĕхе туйма вĕренсе пыни.

2. Харпăр-хăй, юлташĕсен ĕçне хак пама пĕлни.

3. Кирлĕ информацие литературăра, справочниксенче, интернетра тупма пултарни.

4. Ачасен вулав пултарулăхĕ çирĕпленни.

5. Вĕренÿ задачисем лартма вĕренсе пыни.

6. Авторпа, унăн пултарулăхĕпе кĕскен паллаштарма пултарни.

7. Героя, унăн хăтланăвне хак пама пĕлни.

8. Хайлавăн тĕп шухăшне палăртни.

Урокра усă курма кирлĕ вĕренÿ хатĕрĕсем:

1.Презентаци.

2. АртемьеваТ.В., Печников О.И. Литература вулавĕ. Вĕренÿ пособийĕ. 2 класс


Урок юхăмĕ



1.Урока йĕркелени (Слайд 1)

- Пурне те ырă кун сунатăп. Вулав урокне пуçлăпăр. Урокра пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлессе шанатăп.

2.Урок темине, задачисене палăртни

- Эпĕ сире кĕвĕ итлеме сĕнесшĕн, кĕвĕ пирки хăвăр шухăшсене каламалла пулать.

(Слайд 2)

- Ку мĕнле кĕвĕ? (Слайд 3: ташă кĕвви; юрă кĕвви; марш) (Ачасен хуравĕсем)

- Ку кĕвĕ юрă кĕвви.

- Ку юрă кам çинчен? (Ачасен хуравĕсем: ку юрă анне çинчен)

- Эпир ахальтен мар анне çинчен юрă итлерĕмĕр. Кам тавçăрать – пирĕн урок теми мĕнле пулать, урокра кам çинчен калаçăпăр?( Ачасен хуравĕсем) (Слайд 4):

- Пирĕн урок теми: Юратнă анне.

- Сирĕн шухăшсем мĕнлерех? Кам-ха вăл анне? Çăмăл-ши анне пулма?

- Çак ыйтусем çине тĕплĕнрех хурав парас тĕллевпе тĕпчев ирттерĕпĕр.

Хамăр ума задачăсем лартăпăр та ĕçе пуçăнăпăр. (Слайд 5):

1. «Юратнă анне» темăпа çырнă хайлавсемпе, юрăсемпе паллашăпăр , ÿкерчĕксем сăнăпăр.
2. Ваттисен сăмахĕсене аса илĕпĕр, синквейн çырăпăр.
3. «Кам-ха вăл анне? Çăмăл-ши анне пулма?» ыйтусем çине хурав парăпăр.

- Пурте ĕçе пуçăнар. (Слайд 6)

- Анне! Чăвашсен ытарайми çепĕç сăмахĕ. Çак ылтăн сăмах чуна çĕклентерет. Çапла вара аннесене юратса та хисеплесе юрăсем, ÿкерчĕксем, хайлавсем çуралаççĕ. Итлесе пăхар-ха мĕнле сăмахсем çырать анне çинчен Василий Иванович Давыдов-Анатри.

3. Çыравçă биографийĕпе паллашни.

- Кам-ха вăл Василий Иванович Давыдов-Анатри? ( Ачасен хуравĕсем)

(Слайд 7)

- Василий Иванович Давыдов-Анатри - чăваш халăх çыравçи. Вăл Чăваш Республикин Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç ялĕнче 1917 çулхи раштавăн 26-мĕшĕнче çуралнă. Илемлĕ литературăра - 1936 çултанпа. Çав хушăра поэт 50 кĕнеке ытла пичетлесе кăларнă. Чăваш композиторĕсем унăн сăввисемпе пилĕкçĕр юрă, юрăпа ташă сюитисем, опера çырнă. Поэтăн чи паллă кĕнекисем: «Пĕчĕк туссем», «Чĕре хушнипе», «Чеменпе Мерчен», «Илемпи», «Телейлĕ туслăх», «Шурăмпуç хăпарсан» т.ыт.те.

4. «Юратнă анне» сăвăпа паллашни.

- Паллах, нумай - нумай хайлав шăратнă ҫын, анне ҫинчен ҫырмасăр тăма пултарайман.

- Автор анне ҫинчен мĕнле туйăмпа калать - ши? Вуласа пăхар - ха «Юратнă анне» сăвва. (Слайд 8) (Учитель вулать)

- Сăвăри сăмахсене пурне те ăнланмалла - и? Словарь ĕҫĕ туса ирттерĕпĕр. (Текста вырăсла куҫарса е ăнланман сăмахсене чăвашла ăнлантарса)

5. Текста мĕнле ăнланнине тĕрĕслени. (Слайд 9)

- Аннесем пире мĕнле ÿстереҫҫĕ? ( Ачасен хуравĕсем)
- Юратнă анне «ҫунат пиллет, вĕҫтерет» тенине мĕнле ăнланатăр? ( Ачасен хуравĕсем)
- Пирĕн аннесен час-часах мĕншĕн пăшăрханма тивет? ( Ачасен хуравĕсем)
- Автор анне ҫинчен мĕнле туйăмпа каласа парать? ( Ачасен хуравĕсем)

Тĕрĕс, В.И.Давыдов - Анатри анне ҫинчен юратса калать.

6. «Юратнă анне» сăвва ачасем сасăпа вулани, хайлавăн тĕп шухăшне палăртни.

- Сирĕн ку сăвва сасăпа вулас кăмăл ҫуралмарĕ - и? Кам вуласа парать? ( Ачасен вулавĕ)

- «Юратнă анне» хайлавăн тĕп шухăшĕ мĕнле - ши? (Ачасен хуравĕсем)

(Слайд 10)

- Кашни ҫын пурнăҫĕнче анне пысăк вырăн йышăнать. Анне пире ҫуратса ÿстерет, ăс-тăн парать, ыррине кăна сунать. Анне пире юратать.

7. Физкультминутка

(Слайд 11)

- Анне юратăвне эпир мĕн пĕчĕкрен, сăпкара выртнă тапхăртанах, туятпăр. Сăпка юрри итлесе çывăракан ача хăйне юратнине туять, ăна лăпкă çывăрма нимĕн те кансĕрлемест.

- Итлесе пăхар - ха пирĕн аннесен сăпка юррине. (Слайд 12)

- Ку юрă сăмахĕсене чăвашсен ҫыравҫи Петĕр Хусанкай хайланă.

- Килĕшрĕ - и сире ку юрă, юрă мĕнле кăмăл ҫуратрĕ? (Ачасен хуравĕсем)

- Ку юрра итленĕ хыҫҫăн, палах, хамăрăн та сăпка юрри юрласа пепкене ҫывăратас кăмăл ҫуралать. Юрласа пăхар - и сăпка юррине? Мĕнле юрламалла - ши ку юрра? (Ачашшăн, васкамасăр, шăппăн)

(Слайд 13) (Ачасем учительпе пĕрле юрлаҫҫĕ)

8.«Хăш вăхăтра çывăрать-ши анне?» калавпа паллашни.

- Ачасем, эпĕ сире калав итлеме сĕнесшĕн. Калав ячĕ «Хăш вăхăтра çывăрать-ши анне?» (Учитель коментариллĕ вулав ирттерет).

9. Ыйтусемпе ĕçлени (Слайд 14)

1. Аркаша мĕнле шухăш канăç паман? Текстра тупса вулăпăр.

2. Вĕсен амăшĕ мĕн пирки сахал çывăрнă?

3. Маюкпа Аркаш амăшĕн ĕçне мĕнле çăмăллатма шут тытнă? Текстри сăмахсемпе çирĕплетсе парăпăр.

4. Амăшĕ ачисен шухăшне мĕнле кăмăлпа йышăннă?

- Амăшĕ ывăлĕпе хĕрне çупăрласа пуçĕсенчен ачашлать. (Слайд 15)

Паллах, ачисем ăнланни, пулăшма шухăшлани амăшне савăнтарать. Ашшĕ юнашар пулнă пулсан амăшне тата та çăмăлрах пулнă пулĕччĕ.

10. Физкультминутка

- Кăшт канса илĕпĕр. (Слайд 16)

11. Мăшăршарăн ĕçлени

- Анне çинчен халăхра нумай - нумай ăшă, çепĕç сăмах çÿрет. Аса илер - ха анне çинчен каланă ваттисен сăмахĕсене. Сăмах майлашăвĕсене кирлĕ пек вырнаçтарса ваттисен сăмахĕсене йĕркелемелле пулать. (Ачасем мăшăршарăн ĕçлеççĕ).

(Слайд 17)

- Ваттисен сăмахĕсене вулăпăр.

(Слайд 18)

- Анне кашни çынăн пĕрре. Унăн юратăвĕ, ачашлăхĕ, вĕрентсе калани - пурнăçра ачисемшĕн чи пахи.

12. Киле ĕç пани
- Анне çинчен, паллах, эсир те ырă сăмахсем нумай калама пултаратăр. Çак ырă сăмахсене, çепĕç туйăмсене эсир «Манăн анне» проект çырса палăртма пултаратăр. Ку ĕçе килте пурнăçламалла пулать. (Слайд 19)

13. Синквейн çырни

- Ачасем, урок пуçламăшĕнче палăртнă ĕçсене пурнăçларăмăр - ши эпир?

(Слайд 20)

1. «Юратнă анне» темăпа çырнă хайлавсемпе, юрăсемпе паллашни, ÿкерчĕксем сăнани.
2. Ваттисен сăмахĕсемпе ĕçлени, синквейн çырни.

3. «Кам-ха вăл анне? Çăмăл-ши анне пулма?» ыйтусем çине хурав пани.

(Ачасен хуравĕсем)

- Паянхи тĕпчеве «Кам-ха вăл анне? Çăмăл - ши анне пулма» ыйтусене хурав панипе вĕçлĕпĕр.

(Слайд 21)

- Кам-ха вăл анне?

- Ку ыйту çине синквейн çырса хурав парăпăр. (Слайд 22) (Ачасем карточкăри сăмахсене суйласа синквейн çырни, хăйсен ĕçĕсемпе класа паллаштарни )

- Çăмăл - ши анне пулма? Эсир мĕнле шухăшлатăр? (Ачасен хуравĕсем)

(Слайд 23) (Шăппăн кĕвĕ илтĕнет):

- Анне вăл - пире пурнăç парнелекен çын. Анне пире юратса ÿстерет, ÿссе çитсен те ырă канашсем парса пулăшать. Анне пулма илемлĕ, хисеплĕ. Пирĕн хĕр ачасем ÿссе çитсе анне пулма пултарни - пысăк телей. Анне пулма çăмăлах та мар пулĕ. Юнашар вара хÿтĕлевçĕ - атте пулмасан, анне пулма чăн - чăн паттăрлăх кирлĕ. Ахальтен каламан пулĕ «вĕçме икĕ çунат кирлĕ» тесе. Çыннăн пĕр çуначĕ - анне, тепĕр çуначĕ - атте. Çапла вара, кашни ачан амăшĕпе юнашар ашшĕ те пуласса шанас килет.

14. Урока пĕтĕмлетни

- Пирĕн урок вĕçленсе пырать. Килĕшрĕ - и сире урок? Урок пирки аçу аннÿсене мĕн каласа пама пулать? Хăвăр ĕçе мĕнле хак панă пулăттăрччĕ? (Ачасен хуравĕсем)

(Слайд 24)

- Урокра туслă, пĕр - пĕрне ăнланса ĕçленĕшĕн пурне те пысăк тав. Тепре тĕл пуличчен!












Скачать

Рекомендуем курсы ПК и ППК для учителей

Вебинар для учителей

Свидетельство об участии БЕСПЛАТНО!