СДЕЛАЙТЕ СВОИ УРОКИ ЕЩЁ ЭФФЕКТИВНЕЕ, А ЖИЗНЬ СВОБОДНЕЕ

Благодаря готовым учебным материалам для работы в классе и дистанционно

Скидки до 50 % на комплекты
только до

Готовые ключевые этапы урока всегда будут у вас под рукой

Организационный момент

Проверка знаний

Объяснение материала

Закрепление изученного

Итоги урока

Мероприяти сценарийĕ "«Геннадий Никандрович Волков –чăваш халăхěн мухтавлă ывăлě»

Нажмите, чтобы узнать подробности

Сценарий мероприятия по родному чувашскому языку о жизни и творчестве Г.Н.Волкове.

Просмотр содержимого документа
«Мероприяти сценарийĕ "«Геннадий Никандрович Волков –чăваш халăхěн мухтавлă ывăлě»»

Пěтěмěшле пěлÿ паракан муниципаллă бюджет вěренÿ учрежденийě
Чăваш Республикин Куславкка районěнчи
«Тěрлемесри пěтěмěшле пěлÿ паракан вăтам шкул»







Мероприяти сценарийĕ

(Литература композицийĕ)



«Геннадий Никандрович Волков –чăваш халăхěн мухтавлă ывăлě»



Ĕçĕн авторĕ: Анилина Татьяна Влдимировна,

Куславкка районĕнчи

Тĕрлемесри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан

вăтам шкулти вěрентекен







2022





Геннадий Никандрович Волков - чăваш халăхӗн мухтавлă ывăлě.

Тĕллевĕ: Геннадий Никандрович Волковăн ятне ĕмĕрлĕхе асра хăварасси.

Пĕлÿлĕх результачĕ: Чăваш халăхĕн мухтавлă çыннин Геннадий Никандрович Волковăн пурнăçĕпе, ĕçĕ – хĕлĕпе кĕскен паллашасси.

Хутшăну результачĕсем: Ачасене пĕр – пĕринпе хутшăнтарасси.

Харкам результачĕсем: Ачасен тавракурăмне аталантарасси, Тăван çĕршыва, чăваш чĕлхине юратма, аслă çын вĕрентсе каланă сăмахсене ăша хывма вĕрентесси.


Кирлĕ хатĕрсем: мультимедиа проектор, Геннадий Никандрович Волковăн портречĕ, кĕнеке выставки, презентаци.


Сценарие шкулти ачасем валли хатĕрленĕ.

(3-4 –мĕш класс ачисенчен пуçласа 7-8 класс ачисем валли)


Литература композицийĕн йĕрки:


1.Экран çине Геннадий Никандрович Волковăн портречĕ тухни.

2. Ертсе пыракансем, вĕренекенсем Г.Волков çинчен кĕскен каласа пани.

3. Геннадий Волкова халалланă Петр Хусанкайăн сăввине вулани.

4. Кĕнеке выставкипе вулавăш ертÿçи паллаштарни.

5. Пĕтĕмлетÿ.


Ертсе пыракан (вĕрентекен): Пирĕн пурнăç хамăрăн çуралса ÿснĕ вырăнтан пуçланать. Юратнă вырăна, ун историне, культурине кашни ачанах питĕ лайăх пĕлмелле. Эпир Чăваш çĕршывĕнче пурăнатпăр. Пирĕн çĕршывăмăртан лайăххи, пуянни, хăватли çук та пулĕ тĕнчере. Пуян пирĕн Чăваш çĕрĕ! Мĕн чухлĕ тĕнчипе паллă çынна ÿстермерĕ-ши вăл? Эпир вĕсемпе чăннипех те мухтанатпăр, вĕсен ĕçĕсене асра тытатпăр. Вĕсенчен пĕри вăл – Геннадий Никандрович Волков.

Экран çинче - Г.Н.Волковăн портречĕ (1слайд)

Геннадий Никандрович 1927-мĕш юпа уйăхĕн 31 - мĕшĕнче Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕк ялĕнче çуралса ÿснĕ. (2слайд)

Мĕнпе чапа тухнă – ха вăл? Мĕнле çын пулнă?

1-мĕш вĕренекен. (3слайд) Волков Геннадий Никандровичăн ашшĕ – Никандр Волков – учитель пулнă, физикăпа математикăна вĕрентекен пулнă. Халăх хушшинче хастар ĕçленĕ.

Амăшĕ – Евдокия Михайловна Волкова – Альтук аппа –ялта шутлă çын пулнă. Питĕ кăмăллă пулнă. Ырă чунлă ăслă хĕрарăм тĕнчене тăнлă ачасем парнеленĕ.

Чи асли эпир пурте пĕлекен Геннадий, чăваш халăхĕн тннчипе паллă ывăлĕ, педагогика наукисен докторĕ, профессор, академик;

вăталăх ывăлĕ – Анатолий Никандрович – медицина наукисен докторĕ;

кĕçĕнни – Зиновий Никандрович – медицина наукисен кандидачĕ.

Вĕсем тата çемьере упăшкин шăллĕн хĕрне Ленăна усрава илсе пăхса çитĕнтернĕ. .


2-мĕш вĕренекен. (4 слайд) Геннадий Никандрович Волкова Хуначи Кашкăрĕ тесен пурте пĕлеççĕ. Вăл лашасене юратнă. Тен, гун (хун) халăхĕ чăваш пулнăран: историксем хунсен сăнарне лаша çинче ÿкерсе кăтартнă. Çавăнпа пуль Хун ачи тенĕ ăна. Кашкăрĕ ĕнтĕ Волков хушамата чăвашла куçарнăран ĕнтĕ.

3-мĕш вĕренекен. Геннадий Никандрович Волков. Ачалăхĕ ытти ачасенни пекех иртнĕ.Кени тесе чĕннĕ ăна пĕчĕк чухне. Вулама пиллĕкрех вĕреннĕ. Çырма вара - шкула кайсан. Вăл шкулта чи лайăх вĕренекенсенчен пĕри пулнă, тĕрлĕ кĕнекесем вуласа пĕлÿ илнĕ, ăс пухнă.

Вăрçă вăхăтĕнче ялта аслисене пулăшнă, Канаша чукун çул станцине лашапа тырă турттарнă. Сухана çÿренĕ, сÿреленĕ. Ирпе 3 сехетре тухса кайнă та, каçхине 11 сехетре таврăннă.

4-мĕш вĕренекен. Вăрçă хыççăн Шупашкара педагогика институтне вĕренме кайнă. 4 çул вĕренсен учитель пулса тăнă. Геннадий Никандрович учительсене хатĕрлеме пуçланă, Çав вăхăтрах Хусанта малалла вĕреннӗ. Шкул ĕçĕнче 1946-мĕш çултан пуçласа 1972-мĕш çул таран – 24 çула яхăн вăй хунă. Унтан 40 çул – аслă шкулта…

5 -мĕш вĕренекен: Мĕнлерех çын – ши Геннадий Никандрович Волков, унăн мĕнлерех вăйлă енĕсене палăртма пулать – ши? Çак ыйтăва кĕскен çеç çапла хуравлама пулать: чăн чăвашăн ырă кăмăлне, ĕçченлĕхне, тĕнче ăслăлăх шайĕнчи шухăшлав хăюлăхне куратпăр унра. Г.Н.Волков чăвашсен аслă педагогăн Иван Яковлевич Яковлевăн ĕçне тивĕçлипе малалла тăсаканĕ пулса тăнă. Вăл Чӑваш ятне, Раççей мӑнаçлӑхне çӳле çӗкленӗ. Эпир унпа мухтанатпӑр, вӑл вӗрентсе каланисене асра тытатпӑр.

6 -мĕш вĕренекен: Пĕлÿлĕх ĕçĕнче çĕнĕ çитĕнÿсемпе çĕнтерÿсем тума Геннадий Никандровича халăхăн пурнăçне, йăли – йĕркине, ăс – хакăлне тарăн пĕлни пулăшнă. Çамрăк чăваш педагогĕ хăюллă шухăш тытнă: тăван халăх чĕлхи, унăн ăс – тăн пуянлăхĕ, йăли – йĕрки, юмахĕсем, - ваттисен сăмахĕсем, вĕрентсе каланисем, ырă сунни, пехил, ача – пăча каларăшĕсем, вăййисем çитĕнекен ăрăва вĕрентес ĕçре мĕнле пулăшса пыраççĕ? Çак ыйтăва тимлĕн тишкерекенĕ тата ăсăлăха чи малтан çĕнĕ термин – этнопедагогика – кĕртекенĕ чăваш педагогĕ Геннадий Волков пулнă.

(Геннадий Никандрович Волкова халалласа ҫырнă Петӗр Хусанкайăн сăввине вĕренекен вулать) (5 слайд)

1-мĕш вĕренекен: Эс чечек сĕткенĕшĕн,

                          Пылшăн вĕҫнĕ хурт пекех

                          Халăхăн вĕрентĕвне

                          Пур ҫĕрте пуҫтарнăшăн

                          Тав тăватăп чĕререн.

                          Халăхăн вĕрентĕвĕн

                          Никĕсне хывни питех

                         Лайăх ĕҫ. Вăл туслăхшăн,

                         Лайăх, тăнăҫ пурнăҫшăн

                         Ҫивĕч хĕҫ-пăшал пекех.

                         Ват ҫынсен вĕрентĕвне

                         Эс пуҫтарнă тĕнчере,

                         Халăхăн пархатарне

                         Илтĕн ĕмĕр-ĕмĕрех.


2-мĕш вĕренекен: (6 слайд)

Г.Н.Волков – ача - пăча тусĕ. Ĕçленĕ вӑхӑтрах ачасем валли ӑса вěрентекен юмахсем, калавсем çырнӑ. Унăн калавĕсем, юмахĕсем çитĕнекен ăрăва ăс парас, вĕсене тÿрĕ те ырă чунлă пулма вĕрентессипе палăрса тăраççĕ. Хайлавсенче кил – йышпа лайăх пурăнасси, ваттисене хисеплесси, ĕçе юратасси çинчен калани - тĕпре.

3-мĕш вĕренекен: Чăваш çĕрĕ - пирĕншĕн атте те, анне те, тăван пичче те.

Кил - Г.Волковшăн çуралса ÿснĕ çурт çеç мар, çарран чупса çÿренĕ улăх – çаран кăна та мар, пĕтĕм Чăваш çĕршывĕ.

«Кил илемĕ» кĕнекери калавĕсем, юмахĕсем пурнăçра нихăçан та хакне çухатман пуянлăх çинчен – ыр кăмăллăх, туслăх, юрату, çураçупа килĕшÿ çинчен.

4-мĕш вĕренекен: «Юманпа хĕвел» кĕнекери юмахĕсем, калавĕсем, очеркĕсем тăванлăхпа туслăх, кăмăл çĕкленĕвĕпе чун – чĕре хастарлăхĕ çинчен.

Хайлавĕсем ачасене паттăр та тÿрĕ кăмăллă пулма чĕнеççĕ, хастарлăхпа хăюлăха мухтама сĕнеççĕ. Унăн кĕнекисенче ырă та ăслă шухăш, ытарлă каларăш нумай.

Ертсе пыракан: Геннадий Никандрович Волковăн пултарулăхĕ çинчен тĕплĕнрех пĕлес тесессĕн, ачасем, эсир çак кĕнекесенче вуласа пĕлме пултаратăр. (7слайд)

( Кĕнеке выставкипе вулавăш ертÿçи паллаштарса хăварать.)

Ертсе пыракан: Эсир халĕ пĕчĕк. Сирĕн пурнăç малалла. Žссен кам пуласси пирки те халех шутламалла. Тен, сирĕн хушăрта та пулас çыравçăсем, ÿнерçĕсем, вĕрентекенсем, тухтăрсем… Тен, Геннадий Никандрович Волковăн ĕçне малалла тăсакансем те пулĕç.

Çĕршыва кирлĕ, юрăхлă çын пулма халех тăрăшмалла. Нумай кĕнеке вуламалла, нумай пĕлмелле. Аслă вĕрентекен паян пире акă мĕнле пулма хушса хăварнă: (8слайд)

1-мĕш вĕренекен: Аçу – аннÿшĕн чи пысăк телей вăл – санăн тÿрĕ пурнăçу, ĕçченлĕхÿ, санăн ĕçри, вĕренÿри ÿсĕмÿсем.

2-мĕш вĕренекен: Тăван киле телей кÿрекен пул. _Çын япалине ан хапсăн.

3-мĕш вĕренекен: Ырă тума пултарни – телей.

1-мĕш вĕренекен: Эсĕ лайăх тăк – халăху çинчен те лайăх шухăшлĕç.

2-мĕш вĕренекен: Ырă, хăюллă, ăслă, ĕçчен пул.

Ертсе пыракан: Геннадий Никандров вĕрентсе каласа хăварнă сăмахсене, ачасем, яланах асра тытма тăрăшар.


Ачасем «Чечеклен, юратнă Чăваш ен!» юрă юрлаççĕ.


Ертсе пыракан: Геннадий Никандрович Волков тăван чĕлхене хисепленĕ, юратнă.

1-мĕш вĕренекен: Тăван чĕлхе – халăхăн ĕмĕр сÿнми ăс – хакăл чечекĕ. Унта – тăван çĕр-шывăн сенкер пĕлĕчĕ, уçă сывлăшĕ, аслати – çиçĕмĕ, хирĕ - уйĕ, улăхĕ – çаранĕ, тпвĕ – сăрчĕ, Атăлĕ – Пăли, унăн ытарайми юманлăхĕпе шĕшкĕлĕхĕ…

2-мĕш вĕренекен: Тăван чĕлхе – халăхăн аваллăхĕ, тăван чĕлхе – халăхăн сумлă та телейлĕ малашлăхĕ.

3-мĕш вĕренекен: Тăван чĕлхемĕрçĕм…Асаттесен пилĕ, асаннесен тупи, кукамайсен пехилĕ, кукаçисен тилмĕрĕвĕ, анне юрри, атте ÿкĕчĕ, аппа такмакĕ, пичче вĕрентĕвĕ, шăллăм тавĕ, йпмăкăн ачашлăхĕ, хурăнташсен, ккршĕсен ырă кăмăлĕ…

4-мĕш вĕренекен: Икĕ чĕлхе – икĕ ăс, виçĕ чĕлхе – виçĕ ăс. Ăслă пулар эппин! Тĕнче çине тарăнрах та анлăрах пăхар!

Ертсе пыракан: Мĕн пĕчĕкрен пуплесе ÿснĕ чĕлхене, чăваш чĕлхине, нихăçан та манса каяс марччĕ пирĕн. Чăваш чĕлхи ăруран ăрăва куçса, янăраса тăтăр!. Черчен те çепĕç чĕлхене эпир упраса хăвармасан, кам упрĕ-ши? Пирĕн тăван халăх капăр та çепĕç чĕлхеллĕ. Ун пекки тĕнчере урăх çук та пулĕ. Паян чăваш чĕлхи сасси нихсанхинчен те илемлĕ янăрать, сăвви-юрри чуна уçать, тĕрри ют çĕр шывсенче пахалăхпа ăсталăх шайĕнче çиçет.


Ачасен ушкăнĕ чăваш ташши ташлать.


Ертсе пыракан: Геннадий Никандрович пирĕнтен уйрăлса кайнă пулин те, унăн ячĕ пирĕн асăмра. Эпир, чăвашсем, хамăрăн çакăн пек чаплă çынсем пулнишĕн чăннипех те мухтанатпăр.

1-мĕш вĕренекен: Çĕр-шыв педагогикин патриархĕн,

2-мĕш вĕренекен: аслă Учителĕн,

3-мĕш вĕренекен: ăслă, талантлă çыннăн,

1-мĕш вĕренекен: чăн-чăн легенда пулнăскерĕн,

2-мĕш вĕренекен: Чăваш Ен мухтавлă çыннин

3-мĕш вĕренекен: çутă сăнарĕ хальхи тата пулас ăрусен чĕринче яланлăхах упранĕ.

Унăн ячĕ ĕмĕр - ĕмĕрех асра юлĕ.

Ертсе пыракан: Тивĕçлĕ çын шайне, тивĕçлĕ Халăх шайне, тивĕçлĕ Этемлĕх шайне çитмешкĕн ачасене йăла-йĕрке, культурăпа сапăрлăх, сăпайлăхпа чунлăх пахалăхне ăнкарма, чĕлхене хаклама вĕрентесчĕ. Унăн пехил сăмахĕсене малти вырăна лартса ăс-хакăл культурипе кăмăл-сипет урокĕсене ĕмĕр-ĕмĕр чун-чĕрере упрасчĕ, малалла аталантарасчĕ.




Литература.


1.Г.Н.Волков Чувашская этнопедагогика Чебоксары, 2004

2.Г.Н.Волков Жизнь, смерть и бессмертие патриарха, Фонд И.Я.Яковлева Чебоксарский институт экономики и менеджмента, 2004

3.Учёные: Очерки – том 4, Чебоксары, Чувашское книжное издательство, 2006

4. Г.Викторов «Урăхла халь тин пулаймăп…Другим я уже не буду…» Чебоксары, 2008







































Скачать

Рекомендуем курсы ПК и ППК для учителей

Вебинар для учителей

Свидетельство об участии БЕСПЛАТНО!